В. И. Агеевӑн. Чӑваш вӑййи

Страницы: <<  <  3 | 4 | 5 | 6 | 7  >  >>

çанталăкпа тачă çыхăнса тăни питĕ лайăх курăнать.

6. Кану саманчĕ
Халĕ вара эпир те вăйă картине тăрса пăхăпăр (8 слайд). (Ачасем тăраççĕ, сăвва вуланă май хусканусем тăваççĕ):
Эпир, чăваш ачисем,
Вăй картине тăратпăр,
Саркаланса юрлатпăр,
Авкаланса утатпăр,
Тăпăр-тăпăр ташлатпăр,
Шăпăр-шăпăр ал çупатпăр,
Тайма пуç сире калатпăр,
Вырăна каллех ларатпăр.
III. Вĕреннине çирĕплетни.
Халĕ вара каллех «Чăваш вăййи» картина патне таврăнатпăр.
- Калăр-ха, картинăра эпир камсене куратпăр? (Хĕрсене, яшсене, ватăсене).
- Тата урăх мĕн курма пулать? (Йывăçсем, пÿртсем, лаша, çул).
1. Кластер çырасси.
Ачасем ушкăнсене пайланса 4-5-шерĕн ĕçлеççĕ. Ушкăнсене паллă ячĕсем тата глаголсем çырнă карточкăсем валеçсе паратăп.
1-мĕш ушкăнрисен хĕрсене, 2-мĕш ушкăнрисен яшсене, 3-мĕш ушкăнрисен ватăсене, 4-мĕш ушкăнрисен йывăçсене, 5-мĕш ушкăнрисен пÿртсене сăнлакан паллă ячĕсемпе глагосем суйласа хĕвеллĕ кластер тумалла пулать. (Ачасене А-4 хутсем тата фломастерсем валеçсе паратăп). Туса пĕтернĕ хыççăн кашни ушкăн хăйсен хучĕсене доска умне тухса çыпăçтарать.
Паллă ячĕсем: Глаголсем
илемлĕ утаççĕ
яштака пăхаççĕ
именчĕк шухăша кайнă
мăнаçлă çаврăнаççĕ
хăюсăр юрлаççĕ
ватă савăнаççĕ
кăмăллă аса илеççĕ
вăтанчăк аялалла усăннă
капăр киленеççĕ
хисеплĕ лараççĕ
тимлĕ улăм витнĕ
лапсăркка тăраççĕ
пĕчĕк
лапчăк
симĕс тумлă
Таблицăллă кластер (9 слайд)
Япала ячĕсемПаллă ячĕсемглагосем
хĕрсемилемлĕ, яштака, капăрюрлаççĕ, утаççĕ, çаврăнаççĕ
яшсемименчĕк, хăюсăр, вăтанчăктăраççĕ, пăхаççĕ, савăнаççĕ
ватăсемкăмăллă, хисеплĕ, тимлĕшухăша кайнă, аса илеççĕ, лараççĕ, киленеççĕ
йывăçсемсимĕс тумлă, лапсăркка, ватăл

Страницы: <<  <  3 | 4 | 5 | 6 | 7  >  >>
Рейтинг
Оцени!
Поделись конспектом: