В. И. Агеевӑн. Чӑваш вӑййи

Страницы: <<  <  4 | 5 | 6 | 7  >  >>

араççĕ, аялалла усăннă,
пÿртсемпĕчĕк, лапчăк улăм витнĕ

2. Таблицăри япала ячĕсемпе, паллă ячĕсемпе, глаголсемпе предложенисем тумалла. Тĕслĕхсем:.
1. Вăйă картинче яштака илемлĕ хĕрсем юрласа çаврăнаççĕ.
2. Кăмăллă ватăсем вăйă картине пăхса иртнине аса илеççĕ.
3. Аякра улăм витнĕ пĕчĕк пÿртсем курăнаççĕ.
3. Синквэйн çырасси. (10 слайд)
Вăйă картин тата унти хĕрсен илемне сăнлама синквэйн çыратпăр. Ачасем кашни хăйсем тĕллĕн çыраççĕ, ун хыççăн вуласа параççĕ.
вăйă карти хĕрсем
илемлĕ, илĕртÿллĕ илемлĕ, капăр
савăнтарать, кăмăла çĕклет, илĕртет юрлаççĕ, утаççĕ, çаврăнаççĕ
Хĕрсен вăйă карти кăмăла çĕклет. Капăр тумлă хĕрсем юрласа çаврăнса утаççĕ.
хавхалану (çĕкленÿ) чечексем

4. Творчество ĕçĕ. (11 слайд)
Таблицăллă кластерпа тата синквэйнпа усă курса сăмах вĕççĕн пĕчĕк калав йĕркелĕр (6-7 предложени).
Тĕслĕх: Çуллахи ăшă каç. Тĕттĕм пулса килет. Таврара шăп. Ял хĕрри. Симĕс тумлă лаштра йывăçсем пуçĕсене усса лараççĕ. Капăр тумлă хĕрсем ваййа тухнă. Вĕсем алран алла тытăнса юрласа çаврăнаççĕ.
IV. Урока пĕтĕмлетни.
1. Сочинени çырма план туни:
1. Художник картинăра хăш вăхăта сăнланă?
2. Картинăра камсене курапăр?
3. Картинăри малти плана мĕнле ĕç-пуçа лартнă?
4. Вăййа хăш вырăнта пуçтарăннă?
5. Вăййа тухнă халăх мĕнле тăхăннă?

2. Ыйту-хурав
1. Ачасем, чăваш художникĕ те, вырăс художникĕ те хăйсен картинисенче халăхлăх паллисене мĕнле кăтартса панă? (вăййа тухни, тумсем, пÿртсем).
2. «Чăваш вăййи» тата «Хоровод в селе» картинăсенче мĕнле уйрăмлăхсем куртăр?
3. Чи курăнакан пĕрпеклĕхĕ вара мĕнле? (Икĕ картинăра та вăйă картине, алран алă тытăнса утнине сăнланă).
3. Мĕнле кăмăл-туйăмпа каятăр паянхи урокран?
3.

Страницы: <<  <  4 | 5 | 6 | 7  >  >>
Рейтинг
Оцени!
Поделись конспектом: