9 ĕмĕрте пурăннă. «Хоровод в селе» кртинăна вăл 1873-1874 –мĕш çулсенчех ÿкернĕ, вырăс халăхĕн вăйă картине кăтартнă.
3. Картинăсене танлаштарни. (5 слайд)
(Экран çинче «Чăваш вăййи» тата «Хоровод в селе» картинăсем).
- Картинăсене мĕнле йĕркеленĕ-ха? Çак картинăсен композицине пăхса тухăпăр.
- Ачасем, картинăсемпе ĕçлеме пĕр-пĕрне ыйтусем парса хуравламалла пулать. Куна тума ушкăнсемпе ĕçлетпĕр. (Ачасене икĕ ушкăна уйăрмалла. Пĕр ушкăнне «Чăваш вăййи» картина тăрăх, тепĕр ушкăнне «Хоровод в селе» картина тăрăх конвертсенче ыйтусем паратăп).
а) 1-мĕш ушкăн ыйтусем парать, 2-мĕш ушкăнрисен хуравламалла:
1. «Чăваш вăййи» картинăра ĕç-пуç хăш вăхăтра, ăçта пулса иртет?
2. Картинăра малти планта камсене куратпăр?
3. Вĕсем мĕнле тумланнă?
4. Сылтăм енче камсем пур?
5. Сулахай енчи ватăсем мĕн тăваççĕ?
6. Хыçалти планта тата мĕн курăнать?
7. Художник мĕнле тĕссемпе усă курнă?
ă) Словарь ĕçĕ. (6 слайд)
Униче, укăлча – ял хĕрри (околица)
Тухья - хĕрсен вĕтĕ шăрçасемпе илемлетсе тунă пуçа тăхăнмалли хатĕрĕ
Тевет – хĕрсен хул пуççи урлă ямалли эрешлесе тунă хатĕрĕ
Саппун – хĕрсемпе хĕр арăмсен ума çыхмалли хатĕрĕ
Сарафан – сараппан, вырăс хĕрĕсемпе хĕрарăмĕсем тăхăнакан çи-пуç
Кафтан – сăхман, арçынсен çиеле тăханмалли тумтирĕ
б) Халĕ вара 2-мĕш ушкăнри ачасем 1-мĕш ушкăнрисене ыйтусем параççĕ:
1. «Хоровод в селе» картинăра вăйă картине камсем тухнă?
2. Кунти ĕç-пуç ăçта, хăш вăхăтра пулса иртет?
3. Малти планта камсем пур? Вĕсем мĕн тăваççĕ?
4. Вăйă картинчи çынсем мĕн тăхăннă?
5. Вăййа курма камсем тухнă?
6. Картинăра мĕнле тĕссем куратăр?
7. Юрлакансене итлесе-пăхса тăракансем çинчен мĕн калама пулать?
4. Учитель сăмахĕ:
Страницы: << < 1 | 2 | 3 | 4 | 5 > >>