Урок теми. Таблицăпа хутласси тата пайласси. Вĕреннине çирĕплетни.
Урок тĕллевĕсем. Хутлас тата пайлас таблицăсене пĕлнине тĕрлĕ ĕçсем туса çирĕплетсе хăварасси; ачасен шухăшлавне, тавракурăмне аталантарасси; тăван тавралăх илемне туйма, чĕр чунсене юратма, ырă кăмăллă пулма вĕрентесси.
Кирлĕ хатĕрсем. Компьютер, "Зоопаркра" презентаци, ачасем валли карточкăсем, цифрăсем, çыру, "5" паллăсем.
Урок юхăмĕ.
1. Ачасене урока хатĕрлени.
2. Учитель ачасен умне "2 хут 2" юрра юрласа кĕни.
- Ик хут иккĕ тваттă/ 2 хут
Вăл пурне те паллă, тĕнчипелех паллă.
Ик хут иккĕ тваттă/ 2 хут
Пиллĕк мар, виççĕ мар.
Вăл пурне те паллă.
Ик хут иккĕ тваттă/ 2 хут
Улттă мар, çиччĕ мар,
Эс те пĕл ăна!
3. Учитель ачасене хăйĕнпе паллаштарни.
- Сывлăх сунатăп, ачасем! Математика урокне сирĕнпе паян эпĕ ирттеретĕп. Мана Галина Васильевна тесе чĕнеççĕ. Эпĕ Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 3-мĕш классене вĕрентетĕп.
- Мĕн çинчен юрларăм-ха эпĕ?
- Хутлас таблици пире мĕн тума кирлĕ?
4. Урок темипе тĕллевне пĕтĕмлетсе хăварни.
- Ачасем паянхи урокра эпир сирĕнпе хутлас, пайлас таблицăсене аса илсе экскурси вăхăтĕнче тĕрлĕ ĕçсем тăвăпăр. Экскурсие ăçта кайнине вара, доска çинчи примерсене тĕрĕс шутланă хыççăн кăна пĕлĕпĕр.
(Экран çинче)
О ПЗКР А
125620214063
5. Доска çинчи примерсене шутлани.
5 x 4
6 x2
9 x7
7 x 3
3 x 4
7 x 8
8 x 5
- Халĕ доска патне пĕчченшерĕн тухатпăр та сасăпа каласа пĕрер пример шутлатпăр.
- Мĕнле сăмах пулчĕ-ши, ачасем? 5-пе 4 хисепсен произведенийĕ 20. 20 патĕнче мĕнле сас палли? (З) . 12 патĕнче? (О)
- Пурте пĕрле вулатпăр. (Зоопарк)
Страницы: 1 | 2 | 3 > >>