r/> - Зоопаркра эпир тĕрлĕ чĕр чунсене курăпăр.
- Атьăр-ха, хускалар эппин çула. Анчах та пирĕн умра виçĕ çул. Тимлĕ пăхар-ха вĕсене. Ку мĕнле çул? (3 çулне те калатпăр)
- Хăш çулĕпе кайсан кĕскерех-ши? (Тÿрĕ çулпа. )
- Мĕншĕн? (Унпа час çитме пулать)
- Маттур, ачасем. Тÿрĕ çулпа çитес çĕре часах çитĕпĕр, вăхăта перекетлĕпĕр.
6. Правилăсене аса илни.
- Акă зоопарка çитрĕмĕр те. Унта кĕриччен хамра мĕнле тытмаллине аса илер-ха.
- Ачасем, зоопаркра пирĕн мĕнле пулмалла? (Сăпайлă, йĕркеллĕ, шăп)
- Тĕрĕс. Чĕр чунсем шава юратмаççĕ. Хамăр матур ачасем пулнине "Шăп" вăйă выляса кăтартар-ха.
-Кам учитель пулать? Уссе çитсен, тен, учитель пулас текенсем те пур сирĕн хушăра. (Ача кăтартса пырать)
- Маттур, ачасем!
Халĕ тетрадьсене уçатпăр та паянхи датăна тата класри ĕç тесе çыратпăр.
12. 03. 20 13
7. Зоопарка кĕни.
- Атьăр-ха, шалалла кĕрер. Мĕнле чĕр чун кĕтсе илет-ха пире? (Упа)
- Пăхăр-ха, ачасем, мĕнлерех пысăк чĕрчун вăл! Эсир упа курнă-и?
- Ăçта курнă-ха эсир ăна? (Зоопаркра, Каçал патĕнчи кафе патĕнче)
8. Математика диктанчĕ çырни.
- Атьăр-ха, упана хамăр математика диктанчĕ çырма пĕлнине кăтартар. Упа вара пире пăхса сăнаса тăрĕ. Эсир хуравĕсене запятой урлă çырса пырăр.
- Хутланаканни 4, хутланаканни 8. Произведение çырăр. (32)
- 5-пе 6 хисепсен произведенине çырăр. (30)
- 24 хисепе 8 хут пĕчĕклетĕр. (3)
- 7 хисепе 3 хут пысăклатăр. (21)
- Ултта 7 хут пысăклатсан миçе пулать? (42)
-56-па 8 хисепсен частнăйĕ миçе? (7)
- 63-е 7 çине пайласан миçе пулать? (9)
- 4-а 9 çине хутласан миçе пулать? (36)
- Пайланаканни 27, пайлаканни 9, частнăй? (3)
32, 30, 3, 21, 42, 7, 9, 36, 3.
- Тетрадьсене пĕр-пĕринпе улăштаратпăр та тĕрĕслетпĕр. Тĕрĕс
Страницы: << < 1 | 2 | 3 | 4 > >>