Таблицăпа хутласси тата пайласси. Вĕреннине çирĕплетни

Страницы: <<  <  3 | 4 | 5

мĕн тума кирлĕ-ха?
- Апат турттарма. Тепĕр вырăна куçарса кайма.
- Тăваттăмĕш ушкăнсен мĕн пулчĕ-ши? (Чĕре).
- Чĕре, сердечко мĕне пĕлтерет-ха? (Юратнине).
15 . Пĕтĕмлетÿ туни
- Тĕрĕс, ачасем, пирĕн чĕр чунсене, хамăр тавралăха юратмалла, вĕсене хÿтĕлемелле.
- Маттур, ачасем!
15. Арăслан патне çитни.
Ачасем, тинех юмахсенчи чĕр чунсен патши патне çитрĕмер. Вăл сире экскурси тăршшĕпех эсир хăвра мĕнле тытнине, мĕнле ĕçленине пăхса, сăнаса выртрĕ.
- Вăл сирĕнпе питĕ кăмăллă. Сире валли унăн çыру та пур. Мĕн çырнă-ши унта?
- Чăн-чăнах маттур ачасем вĕренеççĕ иккен 3-мĕш класра, Эпĕ сирĕнпе, ачасем савăнатăп, мухтанатăп. Эсир математика предметне кăна мар, хамăр тавралăха та, чĕр чунсене те питĕ юрататăр, вĕсене пулăшатăр. Çакăн пек матур ачасене мĕнле парнесĕр хăварас-ха ман? Эпĕ, ачасем сире валли паян "5" паллăсем илсе килтĕм. Тархасшăн, йышăнсамăр вĕсене.
- Чăнах та, ачасем, эсир питĕ тăрăшса ĕçлерĕр. Эпĕ те сирĕнпе питĕ кăмăллă.
- Эсир кăмăллă-и?
- Йывăрлăхсем тĕл пулмарĕç-и? (Çук)
- Урокра итлесе ларсан, тăрăшса вĕренсен, пĕр-пĕринпе килĕштерсе туслă пурăнсан хуть те мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пулать.
- Тавах, ачасем, сире урокшăн.
















Страницы: <<  <  3 | 4 | 5
Рейтинг
Оцени!
Поделись конспектом: