" Чăваш чĕлхи- тăван чĕлхе" темăпа ирттернĕ урок конспекчĕ
Предмет: Чăваш чĕлхи
Класс: 2 класс
Урок теми: " Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхе. Япала нумаййине пĕлтерекен сăмахсем"
Урок тĕсĕ: Хутăш урок
Урок тĕллевĕсем:
Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем: чăваш чĕлхин илемлĕхне хаклама пултарни, тăван чĕлхене хисеплени, унпа мăнаçланни.
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем:
1. Сăмахпа каласа е çырса пĕлтернĕ информацие тĕрĕс ăнланни;
2. Пĕччен е ушкăнпа тумалли вĕренÿ ĕçĕн тĕллевне, йĕркине ăнланса илни; ĕç результатне каласа е çырса хаклама пултарни
Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем: сăмахпа каласа е çырса пелтернине (текст тĕллевне, темине, тĕп тата хушма информацине) кирлĕ пек ăнланни;
Мелпе меслетсем: ыйту-хурав; учитель сăмахĕ; шырав, ыйтусем çине хурав тупма вĕренни; кластер туни, уйрăмшарăн тухса калаçма хăнăхни,ушкăнпа ĕçлени.
Технологисем: вăйă, ушкăнпа ĕçлени, юлташпа пĕрле ĕçлесе вĕренни, харкамлăха аталантарасси.
Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, презентаци, мультимедиапроектор, таблица.
Урок йĕрки
I. Класа урока йĕркелени. Ырă кун пултăр,ачасем!
Сасă зарядки.
Шăнкăрав сас пачě
Урока чěнсе.
Пěтěм класс шăпланчě
Парта хушшинче.
II. Вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклантарни. Урок темипе тĕллевĕсене палăртни
Учитель. - Ачасем, зпир чăваш чĕлхи урокне пуçлатпăр. Халĕ мана вара тимлĕ итлесе ларма ыйтатăп. . (Ачасем сценка лартса параççĕ)
Сасă илтĕнет. Тахçан-тахçан . . . . Сцена çинче ватă мучи çăпата хуçса ларать. Вăйăран аслашшĕ патне мăнукĕ чупса кĕрет:
Мăнукĕ: - Асатте , эсĕ нумай çул пурăннă. Çĕр çинче чылай чĕлхе пур теççĕ. Кала-ха, эсĕ хăш чĕлхене ытларах юрататăн?
Аслашшĕ:- Ачам, эпĕ пур чĕлхене те кăмăллатăп, анчах ва
Страницы: 1 | 2 | 3 > >>