r/> Хамăр маттурлăха
Кăтартар ăмăртса.
Учитель. Маттур, ачасем! Халĕ ĕнтĕ пĕлтĕмĕр: 1-мĕш ушкăн. - Хĕлхем
2-мĕш ушкăн. - Шевле.
Ачасем, калăр-ха , пăрахут камсăр ишеймест?
Ачасем. - Капитансăр.
Учитель. - Пире те, çул-çÿреве тухнăскерсене, капитансем кирлĕ пулĕç-ши?
Ачасем. Кирлĕ пулĕç.
IV. Çĕнĕ пĕлÿ уçни. (Çĕнĕ материалпа ĕçлени).
Учитель. Атьăр, вара вĕсене палăртар. Капитана кашни ушкăн хăй уйăрать . Ăмăртăва капитансем пуçлаççĕ. Чи малтан " Хĕлхем" ушкăн капитанне сăмах паратпăр. Унăн мĕн? тата кам? ыйту çине ыйтăнакан сăмахсене тупмалла. "Шевле" ушкăн капитанĕн вара çак сăмахсем нумаййине пелтерсе каламалла пулать.
1-мĕш ушкăн капитанĕ:
2-мĕш ушкăн капитанĕ:
Учитель. Маттур, капитансем! Халĕ вара140- мĕш хăнăхтарăва пахса тухăпар. Çул сисĕнмерĕ, Элĕке те çитрĕмĕр. Малалла каяс тесен пирĕн предложенисене чăвашла куçармалла пулать. ( кашнин уйрăм предложени).
Маттур, ачасем. Панă предложенисене тĕрĕс те хăвăрт куçартăр. Халĕ эпир Шупашкара та çитрĕмĕр. Ачасем, эпир Мăн Вылран чылай аякка кайрăмăр. Эсир чăвашла калаçма манмарăр-и?
Учитель. Апла пулсан ман ыйту çине черетпе кашнинех перер хурав памалла.
-Чăваш чĕлхи урокĕнче эсĕ мĕн тăватăн?( Кластер йĕркелени).
-Ачасем, эсир питĕ маттур. Çул сисĕнмерĕ те. Халĕ эпир ăçта çитрĕмĕр-ши?
Ачасем. Каялла Элĕке çитрĕмĕр. Халĕ хамăрпа паллаштарма вăхăт çитрĕ. Сирĕн уйрăм предложенисене кашнине хăй вырăнне лартса çыхăнуллă текст йĕркелемелле.
1. Уроксенче эпĕ вулатăп, çыратăп, чăвашла калаçатăп.
2. Чăваш Республикинче пурăнатăп.
3. Эпĕ Танюк ятлă.
4. Эпĕ иккĕмĕш класра вĕренетĕп.
5. Чăваш чĕлхине тăрăшса вĕренетĕп.
(Кашни ушкăнран пĕрер ача, тĕслĕхпе усă курса, хăй çинчен каласа парать
Страницы: << < 1 | 2 | 3 | 4 | 5 > >>