ра чи юратни - тăван чĕлхе, паллах.
Мăнукĕ: Чи илемли хăш чĕлхе -ши? Манăн питĕ пĕлес килет
Аслашшĕ: Чи илемли те, мăнукăм - тăван чĕлхе.
Мăнукĕ: Чи пуянни вара?
Аслашшĕ: Чи пуянни те , маншăн- тăван чĕлхех шутланать.
Мăнукĕ: Мĕнпе пуян вара вăл?
Аслашшĕ: Кун çинчен пĕлес килсен айта вара пĕрле хуравне тупма тăрăшăпăр.
Учитель. Чи пуянни те ,чи çепĕççи те, чи хитри те маншăн - тăван чĕлхех шутланать.
Мăнукĕн ыйтăвĕ çине эпир урок вĕçĕнче хуравлăпăр.
- Пĕлетĕр-и, пирен пата çыру килнĕ. Акă вăл. Ăна Сергей Сергеевич çырнă. Халĕ эпĕ вуланине тимлĕ итлĕр. (Çырăва уçса вулать. ) "Ырă кун пултăр, ачасем! Эпĕ сире çул-çÿреве чĕнетĕп. Унăн маршручĕ çапла пулĕ: Мăн Выл - Элĕк - Шупашкар. Çул-çÿреве кайма килĕшетпĕр-и?
Ачасем. -Килĕшетпĕр.
III. Вĕреннине аса илсе анлăлатни, çĕнĕ пĕлÿ çине куçарни (актуализаци).
Учитель. Çул-çÿревре мĕн çинчен калаçăпăр-ши? Çакна пĕлес тесен сирĕн слайдра кăтартнă шарçана "пухса вуламалла. (Ачасем "Шăрçа пух" слайдра мĕн çырнине вулаççĕ). Тĕрĕс, ачасем, паян эпир чăваш чĕлхи урокĕнче мĕн туни çинчен калаçăпăр. Çавна май мĕн вĕреннине аса илĕпĕр. Çул-çÿревре тухиччен чĕлхесене вылятса илĕпĕр. (Ачасем ушкăнпа "Фонозарядка" слайда вулаççĕ. )
Ачасем. Чă-чă - чăваш чĕлхи.
Çи-çи-çи - чи çепĕççи.
Вĕ-вĕ-вĕ - эсĕ вĕрен.
Калаçма та ан вăтан.
Учитель. Халĕ вырнаçса ларар, автобуспа çула тухар. Элĕке кайăпăр. Ăс - хакăл ăмăртăвне интереслĕрех ирттерме сирĕн икĕ ушкăна пайланмалла пулать. Кашни ушкăнăн хăйĕн ячĕ пулмалла.
1-мĕш ушкăн. Эпир - " Хĕлхем" ачисем,
Вут-çулăм пек хăватлисем
Чĕлхе пуянлăхне сума суса
Паян вылясшăн тăрăшса!
2-мĕш ушкăн. Пирĕн ушкăн - "Шевле"
Йышăнсамăр пире!
Страницы: << < 1 | 2 | 3 | 4 > >>