В. И. Агеевӑн. Чӑваш вӑййи

Страницы: <<  <  1 | 2 | 3 | 4  >  >>

инчен пулĕ-ши пирĕн паянхи калаçу? (Ачасен хуравĕсем).
4) Тĕрĕс, эпир паян чăваш хĕрĕсемпе каччисем вăйăра мĕнле юрласа савăнни çинчен калаçатпăр. Калăр-ха, «Чăваш вăййи» картинăна кам ÿкернĕ?
5) Ку картина мĕн тума кирлĕ пулать-ши сире? (Сочинени çырма).
6) Çапла майпа, урок темине мĕн ятлă пама пулать? Эсир мĕн шутлатăр? (Ачасен шухăшĕсем).
Çапла, эпĕ те сирĕнпе килĕшетĕп. Паянхи урок теми: В. И. Агеевăн «Чăваш вăййи» картини тăрăх сăнлав сочиненийĕ çырма хатĕрленесси (1, 2 слайдсем).

II. Çĕнĕ темăна ăнлантарни
1. Художникпа паллаштарни.
«Чаваш вăййи» картина авторĕ – В. И. Агеев. Эсир пĕлетĕр-и, илтнĕ-и ун çинчен? Тархасшăн, паллашăр чăваш халăхĕн паллă художникĕпе. (Экран çинче В. И. Агеев сăн ÿкерчĕкĕ) (3слайд). Владимир Иванович Агеев – график, çуллă сăрă ăсти (живописец). Чăваш халăх ÿнерçи, Чăваш Республикин К. В. Иванов ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреачĕ.
Вăйă карти вăл питĕ илемлĕ. Çавăнпа та чăваш вăййине сăнлакан ÿкерчĕксем сахал мар. В. И. Агеев та хăйĕн ÿкерчĕкĕнче вăйă картин илемлĕхне ăста кăтартса пама пултарнă. «Чăваш вăййи» ÿкерчĕке вăл 1971 çулта ÿкернĕ.
2. Чăваш тата вырăс художникĕсен ĕçĕсене танлаштарса калаçу ирттересси.
- Ачасем, мĕнле шутлатăр, вăййа чăваш хĕрĕсемпе каччисем кăна тухнă-ши? (Ачасен хуравĕсем).
Тĕрĕс, чылай халăх çамрăкĕсем, чăвашсем пекех, вăййа тухса карталанса, юрăсем юрласа çаврăннă. Ытти халăх художникĕсен те, апла пулсан, вăйă картине сăнлакан картинăсем пур. Акă, тĕслĕхрен, вырăссен паллă художникĕн А. К. Саврасовăн «Хоровод в селе» картинине пăхма пултаратăр (4 слайд).
- А. . К. Саврасов вырăс художникĕн ятне эсир пĕлетĕр ĕнтĕ. Унăн мĕнле паллă картинине асăнма пултаратăр? («Грачи прилетели»).
- А. К. Саврасов – вырăссен паллă живописецĕ, 1

Страницы: <<  <  1 | 2 | 3 | 4  >  >>
Рейтинг
Оцени!
Поделись конспектом: