Урок теми: В. И. Агеевăн «Чăваш вăййи» картини тăрăх
сăнлав сочиненийĕ çырма хатĕрленесси (7-мĕш класри тăван литература урокĕ)
Урок тĕсĕ: пуплеве аталантармалли хутăш урок
Сапăрлăх тĕллевĕ: чăваш халăх художникĕн пултарулăхĕпе паллаштарасси, хамăр халăхăн паллă çыннисемпе мăнаçланма вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: ачасен калаçу, çыру чĕлхине аталантарасси; шухăша уçăмлă калама тата çырма хăнăхтарасси.
Аталантару тĕллевĕ: ачасен сăнарлăх чĕлхине, шухăша уçăмлă та витĕмлĕ уçса парас пултарулăха аталантарасси.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, картинăпа ĕçлени, ыйту-хурав, танлаштаруллă калаçу, словарь ĕçĕ, кĕвĕ итлени, учителĕн илемлĕ вулавĕ, физкультминутка туни, карточкăсемпе ĕçлени, кластер тата синквэйн çырни, творчество ĕçĕ, план туни
Пуплеве аталантарасси: тĕрĕс ыйту пама, хуравлама хăнăхтарасси; пуплевре, çырура илемлĕх мелĕсемпе усă курма хăнăхтарасси; ушкăнпа калав тăвасси; сăнарсене хак парса сăнласси.
Словарь ĕçĕ: график, живописец, униче, саппун, тухья, тевет, кафтан, сарафан.
Кирлĕ хатĕрсем: учебник, компьютер, проектор, доска, слайдсем, «Илемлĕ, илемлĕ…» юрă кĕвви, А-4 хутсем, фломастерсем.
Курăмлăх хатĕрĕсем: В. И. Агеевпа А. К. Саврасов портречĕсем, В. И. Агеевăн «Чăваш вăййи», А. К. Саврасовăн «Хоровод в селе» картина репродукцийĕсем, чăваш хĕрĕсен çи-пуçĕ.
Урок юхăмĕ:
1. 1. Ачасене кăсăклантарса яни.
Учитель калаçăвĕ. Ырă кун пултăр, ачасем. Паян эпĕ урока чăваш халăх юрринчи йĕркесемпе пуçласшăн:
Чăн тÿпере çич çăлтăр,
Çиччĕшĕ те çут çăлтăр.
Çак вăйăра çитмĕл хĕр,
Çитмĕлĕш те сарă хĕр.
1. 2. Ыйту-хурав.
1) Мĕн çинчен пулчĕç ку юрăри сăмахсем?
2) Сирĕн умри картина вара мĕн ятлă? (Ачасем хуравлаççĕ).
3) Апла пулсан, калăр-ха, мĕн ç
Страницы: 1 | 2 | 3 > >>