/> 7. Кану саманчĕ. Су-джок е медитаци (е дыхат. упр)
8. Çĕнĕ темăна çирĕплетни.
а) "Вырăс турисчĕсем" вăйă.
Шупашкара туристсем килнĕ. Вĕсем пирĕн хулапа, Республикăпа паллашасшăн, анчах чăвашла пĕлмеççĕ. Ыйтăвĕсене вырăсла параççĕ, экскурсовод чăвашла хуравлать. (Пĕр ача эксурсовод пулать, ыттисем туристсем пулаççĕ).
1)Как называется ваша Республика?
2)Как называется ваш город?
3)Где расположена ваша столица?
4)Сколько городов в Республике?
5)Кто является Президентом Республики?
6)Чему равна площадь Республики?
7)Какие животные обитают в лесах Чувашии?
8)Какие известные люди родились в вашей Республике?
ă) Анаграммăсемпе ĕçлени.
Республикăра 2 пин ытла юхан шыв юхса выртать. Вĕсен хушшинче пысăккисем те, пĕчĕккисем те пур. Паллă юхан шыв ячĕсене эпир анаграммăсемпе ĕçлесе пĕлĕпĕр.
1. Мăнаçлăн, лăпкăн сарăлса юхатăп,
Эп - Чăвашри чи пысăк юхан шыв
Пĕр сас палли илсен сан урунта пулатăп.
Çăвать-тĕк çумăр - тăхăн, çук-тăк - хыв. (Атăл-атă). (Слайд)
2. П сас палли манра пулсан
Ман патăма çÿрен пулла.
С-па ăна улăштарсан
Юхса кĕретĕп Атăла. (Пĕве-Сĕве). (Слайд)
3. Темех мар-ха курăк маншăн
Хам кăшт çивĕчрех пулсассăн.
Эх, юхатап! Кур та савăн,
Хыçа л хушса хурсассăн (Çава-Çавал). (Слайд)
- Чăваш Республикинче тата мĕнле юхан шыв пур? (Пăла, Кĕтне, Ункă, Энĕш, Сурăм).
б) "Пăтраштарнă сăмахсем".
Сăмахсене тĕрĕс вырнаçтарса предложенисем тумалла. (Слайд)
1. Республики, юхан, Атăл, вырнаçнă, Чăваш, хĕрринче, анлă, шывĕ.
2. Пысăк, унăн, мар, территорйĕ.
3. Хула, Чăваш, тăхăр, Республикинче.
4. Пур, сакăр, йышши, поселок, хула.
5. Пĕтĕмпе, яллă, Республикинче, çирĕм пĕр, административлă, Чăваш, район.
6. Хул
Страницы: << < 3 | 4 | 5 | 6 > >>