Пирĕн хуламăр" текстпа ĕслесси. Кашни ачана текст валеçсе паратăп.
Шупашкар - Чăваш республикин тĕп хули. Вăл анлă Атăлăн сылтăм çыранĕнче ларать. Шупашкарта 500 (пилекçĕр) пине яхăн çын пурăнать. Вăтам континент климачĕ, вăрманлă - çеçен хирлĕ вырăн шутланать. Юлашки вăхăтра хулара пысăк, капмар, çуллĕ çуртсем ÿссе ларчĕç. Шупашкар - промышленноçпа культура центрĕ. Республикăри промышленность продукцийĕн çуррине ытла Шупашкарта кăлараççĕ. Шупашкарта 5-6 театр, филармони ĕçлет. Университетсем, академисем, институтсем - вунна яхăн. Чи пысăкки, чи сумли - Чăваш патшалăх университечĕ. Залив варринче фонтан илемлĕ курăнса ларать. Ытларах вăл каçхине хитре. Хула урамĕсем сарлака, таса. Урамра автобуссем, троллейбуссем, çăмăл машинăсем чупаççĕ.
Шупашкар - чăваш хули. Чăвашсемпе пĕрле вырăссем, тутарсем, марисем, мордвасем тата ытти халăх çыннисем пурăнаççĕ. Чаваш республикин Конституци, герб, ялав, гимн пур. Икĕ чĕлхе - вырăс тата чăваш чĕлхисем - патшалăх чĕлхисем.
Поэтсем Шупашкар çинчен нумай сăвă çырнă. Композиторсем нумай юрă кĕвĕленĕ. Чăвашран нумай ăслă çынсем тухнă : Иван Яковлев, Никита Бичурин, Константин Иванов, çеçпĕл Мишши, Петр Хусанкай, Чапаев, Николаев-космонавт тата ыттисем те. Эпир вĕсемпе мухтанатпăр, асра тытатпăр.
Ачасем текста вулаççĕ, вырăсла куçараççĕ.
6. Ыйтусемпе ĕçлени. Ачасем пĕр-пĕрне текст тăрăх ыйтусем параççĕ.
1). Чăваш Республики ăçта вырнаçнă?
2). Чăваш Республикинче мĕнле климат?
3). Республикăра миçе çын пурăнать?
4). Чăваш çĕршывĕнче мĕнле наци çыннисем пурăнаççĕ?
5). Чăваш Республикин Конституци, герб, ялав, гимн пур - и?
6). Мĕнле чĕлхесем патшалăх чĕлхисем шутланаççĕ?
7). Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ кам?
8). Шупашкарта мĕн-мĕн пур?
9). Шупашкар мĕнле хула?
Страницы: << < 2 | 3 | 4 | 5 | 6 > >>