Шупашкар - Чебоксары

Страницы: <<  <  1 | 2 | 3 | 4 | 5  >  >>

пулĕ. Поэтсем тăван хуламăр - Шупашкар- çинчен нумай сăвă çырнă. Композиторсем нумай кĕвĕ кĕвĕленĕ. Атьăр-ха доска çине пăхар. Эсир унта мĕн куратăр?
Урок эпиграфĕпе паллашни
Шурă-шурă Шупашкарăм,
Эс каймастăн асăмран.
Сана эпĕ кăмăлларăм,
Хисеплерĕм ачаран. (В. Давыдов-Анатри)
Мĕн çинчен каланă-ши ку сăвăра? Кам вырăсла куçарса парĕ?(1-2 ача куçарать)
çапла вара паян урокра эпир сирĕнпе
а)тăван çĕр-шыва, чăваш халăхне, тăван культурăна, чăваш чĕлхине юратма вĕренĕпĕр;
ă) Шупашкарпа паллашăпăр, Чăваш Республикин ятне çĕкленĕ мухтавлă çынсене аса илĕпĕр.
б) сирĕн çыхăнуллă пуплевĕре аталантарăпăр, сăмах йышне пуянлатăпăр, пĕлĕвĕре ÿстерĕпĕр, хăвăр шухăшăра пĕтĕмлетме тăрăшăпăр.
Халĕ вара сире текст валеçсе паратăп. Текста лайăх ăнланма малтан словарь ĕçĕ туса ирттерĕпĕр.
3. Словарь ĕçĕ.
а) ăнлантармалли пай:
анлă Атăл - широкая Волга
сылтăм çыран - правый берег
капмар - огромный
сумлă - почитаемый, уважаемый
кăрлач - январь
çухрăм - километр
ансăр - узкий
тăсăлать - тянется
патшалăх чĕлхи - государственный язык
ă) çырассине хăнăхтармалли пай
пĕрле - вместе
Шупашкар - Чебоксары
ĕçлет - работает
(учитель - хор; ача вуласа вырăсла куçарни;мăшăрсемпе вулани;сăнчăрпа пĕрер сăмахăн вулани; сăмахсемпе предложенисем туни. )
4. Çĕнĕ сăмахсене пуплеве кĕртни. (Ачасем предложенисем тăваççĕ).
1. Шупашкарта пилĕк çĕр пин яхăн çын пурăнать.
2. Физкультура урокĕнче эпир 2 çухрăм чупрăмăр.
3. Шупашкар анлă Атăл хĕрринче вырнаçнă.
4. Атăл - анлă юхан шыв.
5. Çул вăрманалла тăсăлать.
6. Раççей Федерацийĕн патшалăх чĕлхи - вырăс чĕлхи.
7. Пирĕн республикăра икĕ патшалăх чĕлхи.
8. Шкулта чăваш чĕлхи кружокне йĕркеленĕ.
5. "

Страницы: <<  <  1 | 2 | 3 | 4 | 5  >  >>
Рейтинг
Оцени!
Поделись конспектом: