Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен министерствин
 "Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ" БВУ
 Чăваш чĕлхипе литератури кафедри
 Шупашкар çинчен вĕрентмелли материал
 проект ĕçĕ
 
 Ĕçе çыраканĕ
 Шупашкар хулин "1-мĕш вĕренÿ центрĕ" 
 муниципалитетăн каçхи (сменăллă) пĕтĕмĕшле 
 вĕренÿ бюджет учрежденийĕнче 
 чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен
 Кудрявцева Светлана Ивановна
 Телефон : 89519974189
 
1. Тема : Шупашкар - республикăн тĕп хули. 
2. Урок теми : Пирĕн хула - Шупашкар. 
3. Урок тĕсĕ : çĕнĕ пĕлÿ илмелли урок. 
4. Тĕллевсем :
а) Сапăрлăх тĕллевĕ: Тăван çĕр-шыва, чăваш халăхне, тăван культурăна, чăваш чĕлхине юратма вĕрентесси. 
ă) Пĕлÿ тĕллевĕ : Чăваш Республикипе паллашатарасси, Чăваш Республикин ятне çĕкленĕ мухтавлă çынсемпе паллаштарасси. 
 б) Аталантару тĕллевĕ : ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси, ачасен пĕлĕвне ÿстересси, хăйсен шухăшне пĕтĕмлетсе калама вĕрентесси. 
5. Мелпе меслетсем: ыйту-хурав, учитель сăмахĕ, калаçу, шырав-тĕпчев, хăнăхтарăва çырса туни, проблемăллă ыйтăва хуравлани; тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, танлаштару, суйлавлă вулав, илемлĕ вулав, ăнланнине тĕрĕслемели ыйтусем, ушкăнăн-ушкăнăн ĕçлесси, диалог, монолог туни. 
6. Пуплеве аталантарас хăнăхусем: сасăсене тĕрĕс илтесси, пĕр-пĕрне ыйтусем парас, хуравлас хăнăхусене аталантарасси, палăртуллă вулав, сăмах йышне пуянлатасси, çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарасси. 
7. Литература (челхе) теорийĕ: хула ячĕсене пысăк сас паллинчен пуçласа çырма хушакан правило. 
8. Словарь ĕçĕ 
а) ăнлантармалли пай:
анлă Атăл - широкая Волга
сылтăм çыран - правый берег
капмар - 
		Страницы: 1 | 2 | 3 > >>
