асамлă. Паянхи урокра сире пулăшса, хавхалантарса пырĕç.
II. Урок темипе тĕллевĕсене тупса палăртасси.
- Ачасем, хальхи вăхăтра пирĕн таврара мĕнле уйăх хуçаланать?
- Тĕрĕс. Вун вунпĕрмĕш кун ĕнтĕ юпа уйăхĕ хуçаланать. Мĕнлерех-ха вăл юпа уйăхĕ? Сирĕн килте юпа уйăхне тĕпчемелле пулнă, мĕншĕн ăна юпа уйăхĕ тесе каланă?
Çут çанталăкри кашни вăхăт, кашни пулăм илемлĕ. Эпир час-часах çак илеме асăрхамастпăр. Ӳнерçĕсем куçпа курнине сăрăпа ÿкереççĕ, çыравçăсем вара çырса кăтартаççĕ. Çавăнпа та пирĕн çут çанталăкăн илемне курма, сăнама, упрама пĕлмелле.
-Маттурсем, çак уйăх çинчен сăвă вуласа пăхар-ха! Ăна
Хĕрлĕ, сарă çулçăсем
Вăрманта вĕçеççĕ.
Вĕлтĕртетсе çулçăсем
Çĕр çине ÿкеççĕ.
- Пĕрремĕш предложение вулатпăр. Ку предложенинче паллă тунă сăмахсем пур. Вĕсене картласан предложенисене - Ăнланмалла-и?
- Шухăш вĕçленнĕ-?
- Апла вĕсемсĕр предложени пулма пултарать-и?
Апла пулсан паян урокра эпир мĕн çинчен калаçăпăр? Эпир паян урокра мĕн тума вĕренĕпĕр? (Предложенинче тĕп членĕсене тупса палăртма вĕренĕпĕр).
Вĕсем предложенинче чи кирлĕ сăмахсем - главные. На уроке русского языка как вы называете такие слова? Чăвашла эпир вĕсене тĕп членсем тетпĕр.
Доска çине ПРЕДЛОЖЕНИН ТĔП ЧЛЕНĔСЕМ табличка çакăнать.
III. Çĕнĕ темăпа ĕçлесси
Из уроков русского языка вы уже знаете, главные члены - это (Подлежащее и сказуемое).
Доска çине табличкăсем çакăнаççĕ:
ПОДЛЕЖАЩИ СКАЗУЕМĂЙ
Подлежащипе сказуемăя тĕрĕс тупса палăртас тесен пирĕн çак ыйтусем çине хуравламалла:
Вĕсем мĕне пĕлтереççĕ,(что обозначают?)
Мĕнле ыйту çине ыйтăнаççĕ? (на какие вопросы отвечают?)
Мĕнле пуплев пайĕнчен пулаççĕ?(какой частью речи выражаются?)
Çак ыйтусем çине тĕрĕс хурав парас тесен кĕнекери правилăна
Страницы: << < 1 | 2 | 3 | 4 > >>