Математика фокусĕсем

Страницы: 1 | 2 | 3  >  >>

Математика фокусĕсем
(4-мӗш класра ирттернӗ мастер - класс сехечӗн сценарийӗ)
Ф. Ю. Порфирьева, Елчӗк районӗнчи Курнавăшри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вăтам шкулта кӗçӗн классене вӗрентенкен

Тĕллевĕ: математика фокусĕсемпе паллашасси, фокуссен вăрттăнлăхне уçасси, тĕрлĕрен хисепсемпе усă курса фокуссем тума вĕренесси.
Задачисем: ачасен ăс-тăнне çивĕчлетесси, пултарулăхне аталантарасси, хастарлăхне žстересси.
Кирлĕ хатĕрсем: примерсем çырнă карточкăсем, мультимедийный проектор,
компьютер, экран, презентации.
Заняти юхăмĕ.
I. Ум сăмах.
Ачасене пĕр-пĕр видеороликран фокус кăтартмалла (2-3 мин).
- Ачасем, эсир мĕн куртăр? (Фокус куртăмăр).

Е доска çине примерсем çырса хумалла:
40: 5 7 8 48 12 100 - 16 82 15
ак примерсен отвечĕсем карточкăсем çинче. Кашни пример патне кирлĕ карточка суйласа илсе çыпăçтармалла. ыпăçтарнă карточкăсене тепĕр май çавăрса тухмалла. (Фокус сăмах пулать).

II. Тĕп пайĕ.
Мĕн вăл фокус? (Тĕлĕнтермĕш, мыскара)
Эсир хăçан та пулин фокус курнă-и?
Ăна камсем кăтартаççĕ? Камсем тăваççĕ?
Фокуссене ятарлă çынсем (фокусниксем - иллюзионистсем) кăтартаççĕ. Иллюзионистсем хăйсен ăсталăхĕпе çынсене тĕлĕнтермĕшсем, мыскарасем туса кăтартаççĕ. Апла пулсан паян эпир çак урокра мĕн çинчен калаçăпăр. (Фокус çинчен).
Фокуссем тĕрлĕ енлĕ пулаççĕ. Паянхи занятире эпир сирĕнпе математика предмечĕпе çыхăннă хăшпĕр фокуссемпе паллашăпăр. Вĕсен вăрттăнлăхне уçăпăр, хамăр та тĕрлĕрен хисепсемпе усă курса фокуссем тума вĕренĕпĕр. Манăн шанас килет, паянхи занятире сирĕн ăс-тăнăр çивĕчленĕ, пултарулăхăр аталанĕ, хастарлăхăр ÿсĕ.
Кашни фокус - вăрттăнлăх. Ăна тÿрех тавçăрса илме ансат мар. Апла пулсан паян пире хисепсемпе тĕлĕнтермĕшсем тума сирĕн математик

Страницы: 1 | 2 | 3  >  >>
Рейтинг
Оцени!
Поделись конспектом: