упсăмĕ:
Эсир фокусника икĕ хисеп калатăр, вăл çак хисепсен суммине тупать. Фокусник пулнă суммă çумне мĕнле хисеп хушсан 9 çине пайланакан хисеп шырать. Тупнă хисеп эсир туртнă хисепе пĕлтерет. ( Енчен те эсир фокусника 4 тата 5 хисепсен ячĕсене калатăр. Вĕсен сумми 9 çине пайланать. Апла пулсан сиртен фокусник ыйтать: 0 е 9 ?
 
5-мĕш фокус. уралнă хисеп, уйăх, çул. 
 1. уралнă номер уйăхне 100 çине хутлăр. 
 2. Пулнă произведени çумне хăвăрăн çуралнă кун хисепне хушăр. 
 3. Пулнă суммăна 2 çине хутлăр. 
 4. Пулнă произведени çумне 2 хушăр. 
 5. Пулнă суммăна 5 çине хутлăр. 
 6. Пулнă произведени çумне 1 хушăр. 
 7. Пулнă сумма çумне вĕçне 0 çырăр. 
 8. Пулнă хисеп çумне 1 хушăр. 
 9. Пулнă сумма çумне хăвăр миçере çав хисепе хушăр. 
 10. Пулнă хисепе калăр. 
Фокус тупсăмĕ:
Фокусник эсир каланă хисепрен 111 кăларать. Разноçри хисепсене уйăрать: хыçалти икĕ хисепĕ миçе çултине, ун умĕнчи икĕ хисепĕ хăш числора çуралнине, малтанхи хисепĕ хăш уйăхра çуралнине пĕлтерет. 
6-мĕш фокус. Юратнă хисеп. 
 1. 1-рен пуçласа 9-таран пĕр-пĕр юратнă хисеп суйлăр. 
 2. 15873 хăвăрăн юратнă хисепĕр çине хутлăр. 
 3. Пулнă произведение 7 çине хутлăр. 
 4. Сирĕн произведени çав юратнă хисепсенчен кăна тăрать. 
 
Фокус тупсăмĕ:
1. 15873-пе 7 хисепсен произведениĕ 111111 пулать. 
2. 111111 хисепе юратнă хисеп çине хутламалла. 
3. Пулнă произведенире юратнă хисеп кăна тĕл пулать. 
7-мĕш фокус. Шухăшланă хисеп. 
 1. Хут çине кирек мĕнле виçĕ цифрăллă хисеп çыр. 
 2. ак хисепех юнашар тепре çыр. Сирĕн ултă цифрăллă хисеп пулчĕ. 
 3. Пулнă хисепе 7 çине пайла. 
 4. Пулнă частнăя 11 çине пайла. 
 5. Пулнă частнăя 13 çине пайла. 
Хут листине фокусника пама
		Страницы: << < 1 | 2 | 3 | 4 > >>
