Л. Агаков пурнăçĕпе пултарулăхĕн тапхăрĕсем

Страницы: <<  <  1 | 2 | 3

ла пулнă», 1964ç.
«Шанчăк», 1971ç. «Чи хакли», 1974ç.
«Вырăс каччи», 1980ç.
Таблицăпа усă курса Л. Я. Агаков пурнăçĕн хăш-пĕр саманчĕсем çинчен каласси.
83стр. материала конспект çырни.
Урокра мĕн çинчен калаçнине çирĕплетме тест хуравĕсене тупасси.
Л. Агаков ăçта тата хăçан çуралнă?
а) Етĕрне районĕнчи Çуткасси ялĕнче, 1910 çулта.
ă) Патăръел районĕнчи Сăкăт ялĕнче, 1911çулта.
б) Тутарстанри Сиктĕрме ялĕнче, 1911çулта
Етĕрнери педтехникумран вĕренсе тухсан вăл хăйĕн пĕлĕвне ăçта ÿстернĕ?
а) Мускавра, М. Горький ячĕллĕ литература институтĕнче.
ă) Шупашкарта, И. Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнче.
б) Мускавра, А. В. Луначарский ячĕпе хисепленекен театр искусствин институтĕнче.
Л. Агаков миçемĕш çулта Çеçпĕл Миши ячĕпе хисепленекен премине илме тивĕç пулать?
а) 1952
ă) 1960
б) 1967
Аслă Аттелĕх вăрçи çулĕсенче Л. Агаков ăçта пулнă?
а) Нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçнă.
ă) Çĕр-шывăн пысăк стройкисенче ĕçленĕ.
б) «Халăх тăшманĕ» тесе айăпланипе тĕрмере ларнă.
Миçемĕш çулта Л. Агакова «Чăваш халăх писателĕ хисеплĕ ят параççĕ?
а) 1970.
ă) 1974
б) 1977.
Урока пĕтĕмлетни.
Киле валли ĕç. Л. Агаков пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пама хатĕрленесси.




Страницы: <<  <  1 | 2 | 3
Рейтинг
Оцени!
Поделись конспектом: