Л. Агаков пурнăçĕпе пултарулăхĕн тапхăрĕсем

Страницы: 1 | 2 | 3  >  >>

Урок теми: Л. Агаков пурнăçĕпе пултарулăхĕн тапхăрĕсем. (Прозаикăн приключениллĕ хăйлавĕсем, паллăрах повеçĕсем: «Ылтăн вăчăра», «Пĕрре çуркунне», «Салтак ачисем» т. ыт. те. Çыравçă калавĕсем: «Куккук», «Хĕр юрри», «Чи хакли» роман).
Тĕллевĕсем: Вĕренекенсене халăх писателĕн пурнăçĕпе, литературăри ĕçĕ- хĕлĕпе паллаштарасси;
ачасен тавракурăмне аталантарасси;
ĕрет-несĕплĕхе, çынлăха, тасалăха, чыслăха, çепĕç туйăм-сисĕмлĕ çын пулас тĕллеве хăпартас текен шухăша ăша хывса хăварасси.
Урокра кирлĕ хатĕрсем: учебник, «Л. Я. Агаков» таблица, Л. Агаков кĕнекисем, Н. Дедушкин «Писатель – салтак» Ш. -1974.
Урок юхăмĕ.
Киле панă ĕçе тĕрĕслени.
Г. Ефимов, М. Волкова, В. Урташ сăввисенчен пĕрне пăхмасăр вĕреннĕшĕн ачасене оценкăсем лартасси.
Çĕнĕ тема. Л. Агаков пурнăçĕпе пултарулăхĕн тапхăрĕсем. (Прозаикăн приключениллĕ хăйлавĕсем, паллăрах повеçĕсем: «Ылтăн вăчăра», «Пĕрре çуркунне», «Салтак ачисем» т. ыт. те. Çыравçă калавĕсем: «Куккук», «Хĕр юрри», «Чи хакли» роман).
Л. Я. Агаков çинчен тĕпчевçĕсемпе критиксем каланисемпе паллашни:
Л. Агаковăн кирек хăш произведенине илсен те, вăл халăх пурнăçне тĕплĕн пĕлсе, унăн шухăш-кăмăлне, ĕçне-хĕлне çывăххăн туйса сăнани уççăн курăнать. Л. Агаков пултарулăхĕ çутă ĕмĕтлĕ, паттăр чун-чĕреллĕ. Çынсен сăнарĕсене анлăн кăтартса панипе, произведенисен сюжечĕсене çивĕччĕн аталантарса пынипе пирĕн литературăра паллă вырăн йышăнать.
Николай Дедушкин.
Нумай вулатчĕ, нумай çыратчĕ Леонид Агаков. Таланчĕ унăн чăннипех нумай енлĕччĕ. Очерк, фельетон, калав, повесть, роман, пьеса, статья… Пурне те çыратчĕ, пурне те пултаратчĕ. Вырăсларан чăвашла та пайтах куçаратчĕ. Тăван литература уй-хирĕнче 50 çул ĕçлесе, Леонид Агаков пурĕ 50 кĕнеке кăларчĕ.
Аркадий Ĕçхĕл.
Л. Я. Агаков пурнăçĕпе л

Страницы: 1 | 2 | 3  >  >>
Рейтинг
Оцени!
Поделись конспектом: