Иван Егоровӑн «Ывӑл» хайлавӗ

Страницы: 1 | 2 | 3  >  >>


Портнова Анна Ильинична, ЧР Елчӗк районӗнчи Кушкӑри пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан вӑтам шкул, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен
(Чӑваш литературипе 5 класра ирттермелли урок планӗ)
Урок теми: Иван Егоровӑн "Ывӑл" хайлавӗ
Урок эпиграфӗ: "Çынна сӑмахпа мар, ӗҫпе хаклаҫҫӗ. "
(Ваттисен сӑмахӗ)
Урок тӗсӗ: проза хайлавне вуласа тишкермелли урок (хутӑш урок)

Тӗллевӗсем:
1) хайлава пӗтӗмӗшле тишкерме, тӗп шухӑшне ӑнланса илме пулӑшас, хайлаври сӑнарсене , вӗсен ӗҫне-хӗлне, шухӑш-кӑмӑлне хак пама вӗрентесси;
2) ачасен шухӑшлавне аталантарасси, пӗтӗмлетӱ тума вӗрентесси.
3) ачасен калаҫу чӗлхине аталантарасси, пурнӑҫланӑ ӗҫе уҫса пама вӗрентесси.
Урока кирлӗ хатӗрсем: чӑваш алфавичӗ, смайликсем, тӗрӗслев картти, таблицӑсем, стикер, фломастер, магнитсем, И. Я. Яковлевӑн "Халал" кӗнеки, ваттисен сӑмахӗсен кӗнеки, шурӑ хут.
Словарь ӗҫӗ:
янтӑ - хатӗр
хӱшӗ - шалаш
ӱкӗт - наставление, нравоучение
юлхав - кахал, наян
Эсрел - усал вӑй (дух смерти)
Пуплеве аталантарас хӑнӑхусем:
- вуланине кӗскен каласа пани;
- хайлава хак пама вӗрентесси;
- сӑнарсене хак панӑ чух ваттисен сӑмахӗсемпе усӑ курма вӗрентесси;
- Хайлавӑн тӗп шухӑшне палӑртса пӗтӗмлетесси.

Урок юхӑмӗ
(урок пуҫламӑшӗнче доскан пӗр кӗтесне ачасем хӑйсен кӑмӑл-туйӑмӗ мӗнле, ҫавӑн пек смайликсем ҫыпӑҫтараҫҫӗ)
1. Класа урока йӗркелесси
А) "Сунӑм ҫаврашки" вӑйӑ ирттерни
(Пурте доска умне тухатпӑр. Çавракана тӑратпӑр. Манӑн алӑра чӗре. Çак чӗрери ӑшӑлӑха, ыррине, лайӑххине пӗтӗмпех эпӗ сире парнелетӗп. Ĕҫчен пулма сунатӑп. Эсир те пӗр-пӗрне ырӑ сунса паянхи урокра лайӑх ӗҫлессе шанатӑп.
Кашни ача "чӗрене" тепӗр ачана ырӑ сунса лектерет. Тӗслӗхрен: Эпӗ

Страницы: 1 | 2 | 3  >  >>
Рейтинг
Оцени!
Поделись конспектом: