Иван Егоровӑн «Ывӑл» хайлавӗ

Страницы: <<  <  1 | 2 | 3 | 4  >  >>

е пил сӑмахӗсем)
3) Ĕҫ ҫинчен калакан ваттисен сӑмахӗсене аса илни.
Ĕҫе хӑнӑх.
Ĕҫ ҫук - ӑс ҫук.
Ĕҫ - пурнӑҫ тыткӑчи.
4). Ыйту-хурав. (Вӗреннине пӗтӗмлетни. )
- Ачасем, калӑр-ха, мӗнле ырӑ ӗҫ ҫинчен каланӑ "Ывӑл" калавра?
- Тӗп сӑнар мӗн ятлӑ?
- Мӗнле ырӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ Улатимӗрпе Ваҫҫа?
- Мӗншӗн амӑшӗ парса янӑ ҫӗр улмине пӗҫерсе ҫимеҫҫӗ?
5). Хайлаври хӑш-пӗр вырӑнсене тупса палӑртасси. (стр. 157, 1 абзац)
. . . "Мӗнле арҫын-ха эпӗ? Мемме. Паян ҫумри япалана вӑрмана пӑрахса хӑвартӑм". . .
"Партизан Мурат" кӗнекепе юнашар ҫывӑрса кайнӑ вырӑна тупса вуласси. (стр. 158, юлашки абзац)
Варук инке Улатимирӗн амӑшне каласа панӑ вырӑна тупса вулӑр.
4. Кану саманчӗ.
Ирхине ача тӑрать,
Аллине ҫӗклет, сарать, ярать
Ларать- тӑрать, ларать - тарать
Алла пилӗке тытать.
Сылтӑмалла, сулахаялла
Малалла, хыҫалалла
Кайран вырнаҫса ларать.
5. Калаври тӗп сӑнар ҫинчен кластер тӑвӑр. (доска ҫине кашнийӗ пӗрер стикер ҫине ҫырса паллӑ ячӗ ҫыпӑҫтарӑр. )

ӗҫчен сӑпайлӑ кӑмӑллӑ

ырӑ Улатимӗр пултаруллӑ

тӱсӗмлӗ хӑюллӑ лӑпкӑ
Синквейн туни.
Улатимӗр
Ĕҫчен, сӑпайлӑ
Нӑйкӑшмасть, тӑрӑшать, пулӑшать
Улатимӗр ашшӗпе амӑшне яланах пулӑшать.
Пулӑшакан.
-Ытларах сире хӑш сӑнарӗ килӗшрӗ? Мӗншӗн?

6. Хайлава пӗтӗмлетсе пӗчӗк хаҫат кӑларни.
7. Киле ӗҫ пани.
1)Учитель валеҫсе панӑ тӗрӗслев картине ҫырса пурнӑҫла.
2) Ĕҫ ҫинчен калакан пӗр ваттисен сӑмахӗпе пӗчӗк калав ҫыр.
3) Икӗ енлӗ дневник ту.
Мана хайлавра мӗн килӗшрӗ
Ĕҫе хӑнӑхни мӗн тума кирлӗ?
8. Рефлекси
- Ачасем, паянхи урок сире килӗшрӗ-и? (Кашни ача доска тепӗр енне смайликсем ҫыпӑҫтарать. )
9. Ачасен ӗҫӗсене хак пани.

Страницы: <<  <  1 | 2 | 3 | 4  >  >>
Рейтинг
Оцени!
Поделись конспектом: