сана паянхи урокра ӑнӑҫу сунатӑп. . . )
- Паянхи урока хаваслӑ кӑмӑл-туйӑмпа, ҫӗнӗ ӗмӗтпе пуҫлӑпӑр. Пӗр-пӗрне йӑл кулса саламлар. Урок тӑршшӗпех пирӗн чӗресенче ырӑ туйӑм хуҫалантӑр.
Ӑ) Пуплев хӑнӑхӑвӗ
Уй-уй-уй - пирӗн умра анлӑ уй.
Уй-уй-уй - пирӗн ялта шавлӑ туй.
Ай-ай-ай - савӑнатӑп эп пӗрмай
Ай-ай-ай - чӑвашла пуплеп самай
Ра-ра-ра - эп ларатӑп халь класра
Ла-ла-ла - калаҫатӑп чӑвашла.
Б) Ачасене темӑпа кӑсӑклантарса яни.
(кашни ача умӗнче чӑваш алфавичӗ. Сас паллисене номерлесе тухнӑ. Çав номерсем тӑрӑх сас паллисене шыраса тупса урок темине пӗлетпӗр. )
9 22 29 7 17 22 33 17 20 1 17 9 22 27 2 20 1 23 34
Ĕ ҫ ч е н ҫ ы н р а н ӗ ҫ х ӑ р а т ь. ( Ваттисен сӑмахӗ)
- Апла пулсан эпир сирӗнпе паян иртнӗ урокра вуланӑ хайлава пӗтӗмлетӱ тӑвӑпӑр.
2. Килте вуланӑ текст тӑрӑх содержани ыйтни.
- Эпир сирӗнпе мӗн ятлӑ калав вуланӑччӗ?
- Улатимӗре амӑшӗ мӗншӗн час вӑратать?
- Улатимӗр кӗтӗве камсемпе тухать?
- Кӗтӱҫсем ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑта епле тӱссе ирттереҫҫӗ?
- Мӗншӗн Улатимӗр каҫхи апат ҫимесӗрех ҫывӑрать?
3. Çӗнӗ темӑна ӑнлантарни.
1) Çын, ҫынна пулӑшса,
Ыр тумашкӑн вӗрен,
Ыр тӑвас ыр йӑла ан ҫухалтӑр ҫынсен
Ыр тусан ҫех эпир пурнӑҫра пӗр-пӗрне
Пултаратпӑр тӑсмашкан этем ӗмӗрне.
Çын, ҫынна пулӑшса,
Ыр тумашкӑн вӗрен -
Урӑхла ҫул-йӗр ҫук
Пурӑнас текенсен.
(Виталий Шемекеев)
- Ачасем, мӗнле шухӑш палӑрать ку сӑвӑра?
( Ку сӑвӑра ҫын пурнӑҫӗ пӗр-пӗрне пулӑшнинчен килет тенӗ. Çынна яланах пулӑшмалла, ырӑ тумалла. )
2) Паян эпир сирӗнпе ытларах ӗҫ ҫинчен калаҫӑпӑр. И. Я. Яковлевӑн халалӗнчи 1-мӗш пилпе паллашӑпӑр. Халал 7 пилрен тӑрать. ("Халал" кӗнекине кӑтартни, комьютерпа итлеттерни)
(Кашни ача умӗнч
Страницы: << < 1 | 2 | 3 | 4 > >>