Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе. Япала нумаййине пĕлтерекен сăмахсем

Страницы: <<  <  2 | 3 | 4 | 5  >  >>

. )

Учитель. Ачасем, чăваш чĕлхи мĕнле чĕлхе?

Ачасем. Çепĕç, илемлĕ, çемçе. . .

Учитель. Чăваш чĕлхи çинчен писательсем, поэтсем темĕн тĕрлĕ хайлав çырнă. Пирĕн тăван чĕлхе мĕнле илемлĕ янăранине итлесе пăхар.
1-мĕш ушкăнри ача:
Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать
Шăпчăк та юрлать кунта ав чăвашла
Сассăм пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче
Янăрать сăпайлăн, уççăн - чăвашла.
2- мĕш ушкăнри ача:
Чăваш чĕлхи, эс - ман тăван чĕлхем
Ялан чунра çунса тăран хĕлхем
Миçе поэт çырман пуль сан çинчен
Эс чăннипех калама çук чечен.
Учитель: Чăваш чĕлхи çепĕççĕн, мăнаçлăн, Уççăн янăрать. Яланах çак чĕлхепе калаçар, юрăсем янратăр, вăйă выльăр. Ачасем, айтăр-ха вăйă выляса пăхар: "Çиччĕн пĕртăван" вăйă.
Эпир карчăк патĕнче
Лутра пÿртре пурнатпăр
Эпир çиччĕн пĕртăван
Ак çакăн пек куçлă,
Ак çакăн пек пуçлă
Вылятпăр та кулатпăр
Пурте çапла тăватпăр.
Учитель: Çула кĕскетме ыйтусене хуравлăпăр.
"Кам маларах хуравлать?" викторина ыйтăвĕсем
-Пирĕн республика мĕн ятлă?
-Чăваш Республики ăçта вырнаçнă?
-Чăваш Республикин тĕп хулин вырăсла тата чăвашла ячĕсем пĕр пек-и?
-Эсир пурăнакан район мĕн ятлă?
-Эсир пурăнакан ял мĕн ятлă?

-142-мĕш хăнăхтарупа паллашăпăр.

Учитель: Сисмеремĕр те , Мăн Выла каялла çитрĕмĕр. Çул çÿревре эсир, ачасем, питĕ маттур пултăр.
-Эпир паян урокра мĕн çинчен вĕрентĕмĕр?
-Халĕ хăвăр пĕлĕве хаклăр. "Пиллĕклĕх" пĕлетĕр пулсан хĕрлĕ çăлтăр çĕклетпĕр, "тăваттăллăх" пулсан-сарă. Чăваш чĕлхи-тăван чĕлхе. Ăна яланах тăрăшса вĕренĕр.
V. Киле ĕç пани -144-мĕш хăнăхтару. Япала нумаййине пĕлтерекен сăмахсене аялтан йĕр туртса паллă тумалла.





Страницы: <<  <  2 | 3 | 4 | 5  >  >>
Рейтинг
Оцени!
Поделись конспектом: