типтерлемелле, пĕр-пĕр юратнă ĕçпе аппаланмалла, ыррине усаллинчен уйăрма пĕлмелле.
Пирĕн аслисенче кашни кун вĕренмелле, ĕçрен пăрăнмалла мар, ăна вĕçне çити тумалла, пĕр-пĕринпе туслă пулмалла. Ку ĕçсене эпир вĕреннĕ чух та, кирек мĕнле ĕç тунă чух та вĕренсе пыратпăр.
Ачасем, мĕнле иртет - ха пирĕн кун. Кун йĕркин йывăçне сăнатпăр. . . .
Руслан: Шкулта ĕçлени пирки каласа хăвармалла. 1. Ирхи зарядка -8:15
2. Вĕренÿ (1-6 уроксем)
3. Пысăк переменăсенче - хамăр территорие юртан тасатасси
4. Труд урокĕсем
5. Дежурнăйсем класа типтерлесе хăварни
6. Цветовод чечексене шăварса тăни.
7. Ватă çынсене юр хырса, тăкса пулăшатпăр.
8. Çуркунне, çулла, кĕркунне шкул пахчинчи ĕçсем (çĕр чаватпăр, çĕр улми тата ытти çимĕçсем лартатпăр, вĕсене çăвĕпе шăваратпăр, çумлатпăр, вара кĕркунне нÿхрепе пуçтарса кĕртетпĕр.
9. Кашни çул çуркунне шкул çумĕнчи территорие, çырмасене тасатса кăларатпăр. Миçе прицеп каяш тухмасть-ши унта! Çуппе вара халăх тухса тăкать çырмана.
8. - Çапла ĕнтĕ, тĕрĕсех калатăр, ачасем. Çак кулленхи ĕç-пуçа тытса пыни пире ĕçе вĕрентсе, хăнăхтарса пырать. Пĕчĕк ĕçрен пуçласа пысăккисем таранах, чăвашсем ун йышшисене ниме теççĕ, тума вĕренсе çитетпĕр. Егор, эсĕ нимере пултăм тетĕн-и? Вероника Егорпа пĕрле мĕнле туслă ĕçлерĕр, каласа парăр-ха.
Николаев Егор тата Вероника Афанасьева В. Туркайăн "Ниме" сăввине калама тухаççĕ.
Ялта - ниме.
Хĕрÿ ĕç шавĕ.
Йăтаççĕ кирпĕч. Тăм çăраççĕ.
Пĕр хушă шăп ĕçленĕ хыççăн
Ахăлтатса кулса яраççĕ.
Ялта- ниме.
Ниме пăхмасăр
Хресчен пикеннĕ çурт тумашкăн.
Çурт тăвасси ансат ĕç мар вăл.
Васкар апла тăк пулăшмашкăн.
Ялта - ниме. Асаттесенĕн
Ыр йăлине асран ямасăр
Пурнăсшăн , пурăнать ман халă
Страницы: << < 6 | 7 | 8 | 9 > >>