Человека украшает труд

Страницы: <<  <  5 | 6 | 7 | 8 | 9  >  >>

, типтерлĕ тытса пыма вĕрентни нумай ваттисен сăмахĕсенче йĕрленсе юлнă. "Ир акакан вăрлăхсăр юлман" тени хресчене ака-сухана вăхăтра тухма хистенĕ. "Хуçалăхра тутăх пăта та кирлĕ пулать" тени кил таврашри япалана типтерлĕ тытма, пуçтарма вĕрентнĕ.
Ангелина. Ваттисен сăмахĕсенче ĕç çынни çăкăра епле хисеплени те, ăна тума çăмăл марри те витĕмлĕ сăнарланнă: "Пăтă çиес тесен, пăри акма ан ÿркен", "Çăкăр тутине ĕçлекен пĕлет", тенĕ. "Çăкăртан аслă ан пул" тени çăкăр этем пурнăçĕнче питĕ хаклă пулнине лайăх кăтартса парать.
Кристина. Ĕç, ĕçченлĕх - пурнăç тыткăчи. "Ĕçлемесен çăкăр çиеймĕн",- тесе ĕç çыннисем çамрăксене ĕçре хастар, тимлĕ пулма вĕрентнĕ. "Алă пымасан, аллă çул выртнă","Ака уйăхĕнче - ыйхă, авăн уйăхĕнче -хуйхă", "Алли тунине арки çĕклет" тата ытти нумай-нумай сăмах ĕçĕн пархатарлăхне кăтартать.
Ангелина. Ĕç тăрăх çын мĕнле пулнине курма пулать: "Ĕçчен çыннăн автанĕ те ир вăранать", "Туй хапха умне çитсен кĕрÿ кĕпи çĕлемеççĕ" тата ытти те.
Кристина. Халĕ, юлташсем, эпир сире выляттарса пăхасшăн. Ваттисен сăмахĕсенчи сăмах йĕркисене пăтраштарса панă, сирĕн вĕсене тĕрĕс лартса вуламалла.
Ангелина: Эсир пирĕнпе выляма хавас-и?
(Презентаци каять, ваттисен сăмахĕсемпе выляççĕ)

7. Эпир те ĕçлетпĕр.
Сăмах Иванова Светланăна тата Яковлев Руслана.

Светлана: Кашни вăхăтăн хăйĕн илемĕ, хăйĕн йывăрлăхĕ, хăйĕн вăрттăнлăхĕ пур. "Ачалăхра нимĕнле ĕç те, нимĕнле хуйхă та çук" - теççĕ. Ку тĕрĕсех мар тесе шутлатăп эпĕ. Пирĕн те ĕç пур: тавралăха, çанталăка сăнамалла, унпа паллашмалла, тĕрлĕ ыйтусем çине хурав тупмалла, атте-аннене юратма, хисеплеме вĕренмелле. Ăс пухмалла, сывлăха çирĕплетмелле. Тумтире

Страницы: <<  <  5 | 6 | 7 | 8 | 9  >  >>
Рейтинг
Оцени!
Поделись конспектом: