Человека украшает труд

Страницы: <<  <  2 | 3 | 4 | 5 | 6  >  >>

уйăхра чухне ашшĕ вăрçа тухса кайнă та таврăнман. Валентина Павловна хăйĕн ашшĕне нихăçан та курман. Тем пек йывăр пулсан та амăшĕ вĕсене, пиллĕк ачана, ура çине тăратнă.
Ялти шкулта çичĕ класс вĕренсен Валя аппа Патăрьелĕнчи годичнăй ялхуçалăх шкулне кайса пĕтерет, ун хыççăн Энĕшпуç совхозне ĕçлеме таврăнать. "Питĕ йывăр вăхăтсем пулнă вĕсем - апачĕ çук, выльхисем вилеççĕ. Хамăрăн та çие тăхăнмалли çук, çиме çитмест", - куççÿль витĕр аса илет Валя аппа. Çапах та ĕçленĕ, йывăр тесе пăрахса кайман вăл. Ун чух тепĕр çамрăк тус-юлашпа ĕнесем сунă. "Пĕр ĕни Пароход ятлă, тепри - Самолет. Тавлашмалла суса пурăннă вĕсене. Ун чухне ĕнесене кунне виçĕ хут сунă вĕт çулла. Кăнтăрлахи сăвăма уйрах, Арман патĕнче юри тытса хатĕрленĕ карта пурччĕ. Çавăнта хупаттăмăр та сăваттăмăр", -тăсать хăй сăмахне Валя аппа.
1965 çулта хĕлле Валентина Павловна 22 çулти çамрăк та вашават хĕр Николай ятлă йĕкĕте качча тухать. Унпа вĕсем ĕмĕр тăршшĕпе алла-аллăн çавăтăнса, пур ĕçе те пĕрле ĕçлесе пурăнса ирттернĕ. Пиллĕк ывăл çуратса ÿçтернĕ вĕсем, халĕ Петровсен тăхăр мăнук та пилĕк правнук. Шел пулин те, Валя аппан мăшăрĕ икĕ çул каялла çĕре кĕчĕ.
Ачисене çуратнă та декретра тем таранччен килте ларса курман, хунямăшĕ пăхнă пĕчĕкскерсене. Валя аппапа упăшки ĕмĕрне совхозра ĕçлесе тухнă, 33 çул хушши. Пĕрмаях пăру пăхнă çĕрте тăрмашнă. Çулласерен колхоз лартса тăвакан кăшман лаптăкĕсене йышăнса ăна кăларма пулăшнă. "Нуша кулач çиме вĕрентет", - тет кинеми. Ĕнесем пăруласан, пăрушшисене тÿрех родильнăйĕнчен пĕчĕк ăшă, лампа çакса панă ещĕксем ăшне сĕтĕрсе куçăрнă та соскăран амăш сĕтне ĕçтернĕ, çаплах ÿстернĕ. "Каçхине 11 сехетчен те киле çитсе пĕтейместĕмĕр",- аса илет вăл. Килти ачасем те выçă, те тутă пулнă, вĕсене асламăшĕ пăхнă.
В

Страницы: <<  <  2 | 3 | 4 | 5 | 6  >  >>
Рейтинг
Оцени!
Поделись конспектом: