Человека украшает труд

Страницы: <<  <  1 | 2 | 3 | 4  >  >>

арах кăтартăр-ха ăна пире.

Настя: Ку - ахаль çаран мар, Çĕр çинчи Тĕрлĕ професси çаранĕ. Кам кăна ĕçлесе пурăнмасть пирĕн çĕр çинче - повар, швея, бухгалтер, шахтер
Данил: Учитель, водитель, юрист, машинист
Настя: Вăрманçăпа егерь, моряк, рыболов
Данил:Комбайнер ав вăрман хыçĕнче -курăмасть. Агроном, утарçă, водолаз.
Настя: Ак кусем вара пирĕн плакатăн çулти пайĕнчисем- пирĕн тĕнчене тытса пыракансем - президент, министрсем
Данил: Ученăйсем, космонавтсем тата ыттисем те.
Настя: Çак ÿкерчĕкпе эпир çакна каласшăн - пурте çĕр çинче хăй ĕçне тÿрĕ кăмăлпа, тăрăшса туса пырсан çеç - пурнăç çапла илемлĕ те телейлĕ пулать. !!!

5. Иванова Диана, Степанов Дмитрий, Николаев Егор тата Филиппова Анна тухаççĕ. Ялти тава тивĕçлĕ совхоз ĕçченĕсене тĕпченĕскерсем, вĕсем çинчен каласа параççĕ.

Диана Иванова: Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн сентябрĕн 7-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн 2016 çул Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ пулать. Чăвашра ĕçлекен çын яланах хисепре пулнă. Чăваш çынни уйрăмах вăй-халпа çыхăннă ĕçе пысăка хунă. Кирек епле ĕçе /профессие/ те çăмăл е йывăр тесе хаклама çук. Чи кирли - ĕçе юратса, кăмăлласа тумалла. Юратнă ĕç йывăр пулсан та ăна пурнăçлама лайăх, юратманни çăмăл пулсан та ун патне алă пымасть. Ĕçе юратса туни вара - культура паллиех. Хăвна ĕçре тупни - чи пысăк телейсенчен пĕри.
Иван Яковлевич Яковлев та хăйĕн "Чăваш халăхне" халалĕнче çапла каланă:
Дима Степанов
"Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă - çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр. Чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр. Пурнăçра курма тÿр килнĕ йывăрлăхшăн ан кулянăр. Юратса тусан чи пĕчĕкçĕ ĕçе те чаплăлантарса яма, усă паракан тума пулать; ÿркенсе ыт ахальтен анчах ĕçлесен чăн пысăк ĕç те пăрахăçа тухать,

Страницы: <<  <  1 | 2 | 3 | 4  >  >>
Рейтинг
Оцени!
Поделись конспектом: