хисепрен каять. Лăпкă чунпа килĕшсе ĕçленĕ пур ĕç те телейлĕ пулать, ăнса малалла пырать. Кукăр çулпа çÿресрен, ултавпа тăвас ĕçрен хăраса тăрăр: тÿрĕлĕхсĕр курнă усă, ултавпа тупнă телей тĕреклĕ мар, вăл вăраха пымасть".
Егор Николаев: Пирĕн тăрăхра ĕçлесе хисепе тухнă, мухтава тивĕçлĕ çынсем çав тери йышлă. Вĕсем патшалăхăн тĕрлĕ отраслĕнче ырми-канми ĕçлесе халăхшăн пысăк усă тунă. Акă вĕсенчен хăшĕ-пĕринпе паян сире паллаштарăпăр.
1. Криков Иван Васильевич, Кириллова Зинаида Кирилловна - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕсем
2. Алексеева Зоя Сергеевна, Русскова Зинаида Ивановна, Кириллов Иван Кириллович - ĕмĕрĕсене шкулта учительте ĕçлесе ирттернĕ
3. Васильев Петр Иванович - "Авангард" совхозра 35 çул сварщик пулса ĕçле нĕ, Петрова Валентина Павловна, Исаева Мария Алексеевна - совхозра дояркăра, телятницăра вăй хунă
4. Яковлев Василий Иванович, Михайлов Петр Андреевич, Николаев Владимир Алексеевич - ĕмĕр тăршшĕпе трактор-машина çÿретнĕ
5. Алексеева Зоя Сергеевна, Заварзина Мария Александровна - чугун çул çинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă
6. Алексеев Петр Алексеевич - сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
7. Нягин Иван Александрович - культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
8. Николаева Зоя Александровна, Васильева Мария Егоровна - пурнăç тăршшĕпе шкулта, совхозра поварта вăй хунă.
10. Иванова Раиса Григорьевна, Майорова Лидия Петровна- нумай çул пуйăс çинче проводница пулса ĕçленĕ тата ыттисем те.
ПЕТРОВА Валентина Павловна патне вара эпир хăнана кайса килтĕмĕр. Акă мĕн пĕлтĕмĕр эпир ун пирки. (Видеосюжет)
Петрова Валентина Павловна 1943 çулхи нарăсăн 23 - мĕшĕнче Вăрмар районне кĕрекен Хуруй ялĕнче çуралнă. Вĕсем йĕкĕреш хăраххипе Хветĕрпе иккĕшĕ çемьере тăваттăмĕш тата пиллĕкмĕшсем ачасем пулнă. Ултă
Страницы: << < 1 | 2 | 3 | 4 | 5 > >>