Человека украшает труд

Страницы: 1 | 2 | 3  >  >>

Кайăк хитре тĕкĕпе, этем- ырă ĕçĕпе!
(Человека украшает труд)

Урок эпиграфĕ:
Алăра ĕç пултăр, пуçра ăс пултăр.
Ваттисен сăмахĕ.

Урок юхăмĕ

I. Вĕрентекен ачасене урока йĕркелесе лартать те видеосюжет ярса парать. ("Ирхи сывлăм" калаври Липпапа амăшĕн диалогĕ).
Çакăнтан ачасен хăйсен тема патне пырса тухмалла.
Урок темипе, тĕллевĕсемпе паллашни. Кăçал Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнине палăртса хăварни.
II. 1. Мĕншĕн ирхи сывлăмпа пите çумалла? Кам вăл ĕçчен çын?
Ĕçе юратма пире кулленех атте-анне те, тăвансем те, шкулта вĕрентекенсем те, литературăри хайлавсем те пулăшаççĕ. Литература геройĕсем - Улатимĕр, Липпа тата Натюшпа унăн тусĕсем.
-Ачасем, эсир килте "Эпĕ пĕчĕк кĕтÿç" ятпа сочинени çырнăччĕ. Паллаштарăр-ха вĕсемпе. (Икĕ- виçĕ ачан сочиненийĕсене итлетпĕр).

2. - Маттур эсир пурте, ачасем. Питĕ кăмăллă эсир килте аçу-аннÿне пулăшни пирки итлеме.

Ĕç - вăл пурнăç илемĕ тенине илтнех ĕнтĕ эсир. Çак кĕске япала ячĕ - ĕç - тÿрех виçĕ ыйту çине хуравлама пултарать. Ĕç - мĕн? Ĕç - мĕнле? Ĕç - вăл мĕн тăвать? Проекта çырнă май эсир ку ыйтусем çине хуравларăр вĕт, çапла - и?
(Ĕç - виçĕ кластерлă ).

3. Малалла ачасем хăйсен синквейн, кластерĕсене вуласа параççĕ. . .
-Пирĕн вара çак маттур ачасенчен тĕслĕх илмелли кăна юлать. Вĕсемпе эпир мухтанатпăр - ха та, чăнахах та лайăх ачасем-ши вĕсем? (Кĕнекери кирлĕ вырăнсене çырса илнисене вуласа параççĕ).
Пирĕн Николаев Юкур сирĕн пĕлĕве тĕрĕслемешкĕн "Пахчари хÿшĕ" калав тăрăх кроссворд туса килнĕ,, Данил, Артем тата Вероника анавордсем хатĕрленĕ. Кăшт тăхтасан эпир вĕсемпе выльăпăр. Килĕшетĕр-и?

1. Авă, çавăнта куратăп, ачасем, питĕ илемлĕ çаран сарăлса выртать. Çывăх

Страницы: 1 | 2 | 3  >  >>
Рейтинг
Оцени!
Поделись конспектом: