те. «Ҫемҫе чунсем пур чух аван ҫав пурăнмашкăн хантара» текен йĕр кунта тĕп идейăна уҫса парать.
Пакша тирпейлĕ калаҫать. Ĕлĕкхи ĕҫчен те тирпейлĕ ҫынсен типлă сăнарĕ тухса тăрать куҫ умне. «Кăштах апат ярасшăн-ха ăша…»- пĕлтерет вăл Шăшие. «Кăштах» сăмах та вырăнлă. Хапсăнусăр пурăнакан ҫын иккен вăл, ăна сахал та ҫитет.
Пысăк конфликтлă шухăша автор конкретлă сăнарсемпе, витĕмлĕ формăпа кăтартнă. жанрне килĕшӳллĕ. Шăши вара хăпартланса, ҫынсене тĕксе калаҫать. Сĕмсĕр, каппайчăк чĕлхеллĕ ҫын вăл.
Икĕ сăнарĕ те конкретлă, хăйне евĕр хăтланăвĕсемпе, калаҫăвĕсемпе тухса тăраҫҫĕ.
Сăнарсен чĕлхи урлă пĕтĕм содержани уҫăлать. Автор ҫемҫе чунсемшĕн пăшăрханать, хантара йĕплет.
Юптарăвĕсем сюжечĕсемпе, композици ҫыхăнăвĕсемпе, сăнар витĕмлĕхĕсемпе, чĕлхе илемлĕхĕсемпе илĕртсе тăраҫҫĕ. А. Галкин ҫырнă витерӳллĕ юптарусем ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс ҫул суйласа илме пулăшаҫҫĕ. Поэзийĕ пекех, А. Галкинăн сатири те халăхшăн кирлĕ, усăллă.
Страницы: << < 1 | 2 | 3