н пăтлă хурлăх ҫакрĕ,-
Ӳкмерĕмĕр ҫапах та ураран.
Пăхăр-ха, йĕркисенче пĕр пушă сăмах та ҫук. Ку поэт хăй ҫав пурнăҫа тӳссе ирттернине пĕлтерет. Хăйне евĕрлĕ деталĕсене те илсе кăтартмалла: кăвар, пин пăтлă хурлăх. Сăвă, пĕрре вулансах, манăҫăнмасть.
Тата эпĕ А. Галкинăн «Шанчăксăр шанăҫ» ятлă сăвви ҫинче чарăнса тăрасшăн-ха.
Чи йывăр вăхăтра тусушăн
"
,
.
T
ˆ
Ê
L
&
ä
L пулас тесен,
Мухтавлă Данко пек эс уншăн
Хăв чĕрӳне те ан хĕрхен.
Пĕрре пăхсан, ку сăвă аванах пек. Анчах тем пире ҫырлахтарайманни сисĕнет. Мĕн-ши? Темле ҫăмăлрах, журналистла каланă пек туйăнать. Сăвăра шухăшлав енчен ҫĕнĕлĕх, эстетика илемлĕхĕ енчен оригиналлăх ҫукрах пек, риторикăлла япаласене аса илтерет. «Тĕрев» сăмах та ҫĕнĕ сăмах мар, шупкалнă укҫа-тенкĕ пек. Паллах, пĕрремĕш хут каланă чух аван пулнă. Кун евĕр тĕслĕхсем татах та илсе пама пулать.
Поэзийĕсĕр пуҫне, А. Галкинăн сатира уйрăмлăхсĕне тишкерсе тухрăм, унăн юптарăвĕсене хак патăм, хăшне ырларăм, хăшне критиклеме тиврĕ.
Пĕр тĕслĕх илсе парас тетĕп. «Суя шакăрча» юптарура ҫын ĕҫĕпе пурăнакан, ҫын пурлăхĕ ҫине алă тăсакана хантарпа танлаштарать автор, кĕске диалогпах пысăк шухăш калать. Пакша мăйăрсене тĕшĕлеме йывăрланнине пĕлтерсен, Шăши, хăпартланса кайса, ку ĕҫе туса тăма хăйне илме сĕнет, шаклаттарса катма тытăнать. Автор, Шăшие тăрă шыв ҫине кăларнă май, ҫемҫе чунлă ҫынсене ăспа пурăнма хушать.
Ку юптарура икĕ хире-хирĕҫле сăнар теме пулать. Пакша - йывăр пулсан та тĕрĕс ĕҫпе пурăнакан ҫын, анчах ҫынна час шанас йăла пур унăн. Ҫемҫе чĕлхе ăшĕнчи хура юн тымарĕсем тапса тăнине сăнаймасть вăл. Ҫав пытарăнчăка виҫсе хаклаймасть. Ҫавна пулах Шăши евĕр ҫăмăл пурнăҫ шыравҫисен кулли пулса тăрать
Страницы: << < 1 | 2 | 3 > >>