Александр Галкин лирикипе сатири

Страницы: 1 | 2 | 3  >  >>

Александр Галкин лирикипе сатири
Александр Галкин лирикипе сатирине эпĕ кăсăкланса пăхса тухрăм. Унăн сăввисемпе поэмисем мана пĕтĕм илемлĕхĕпе курăнса кайрĕҫ. А. Галкин темăпа килĕшсе тăракан уҫăмлă та асра юлакан сюжет тупма пĕлни, халăх сăмахлăхĕпе усă курса чĕлхене пуянлатни, кĕске сăвăрах пысăк шухăш калама пултарни мана уйрăмах савăнтарчĕҫ.
А. Галкинăн сюжетпа композици тăвас ăсталăхне курса тĕлĕнтĕм эпĕ. «Сăмахсене – хĕсĕк, шухăшсене ирĕк пултăр» текен сăнлăха А. Галкин ялан асра тытни курăнать, унăн поэзийĕнчи хăйне евĕрлĕхе кăтартать ҫак туртăм. Хăйне евĕрлĕхсемпе ун поэзийĕ чăннипе пуян.
«Сĕнӳ» сăвва илсе пăхар-ха:
Усал вăя тĕпрен сирпĕнтермешкĕн
Ан сик тӳрех.
Хал пух малтан.
Шутла.
Асту: така та вирлĕрех тĕкмешкĕн
Чакать ҫич-сакăр утăм каялла…
Лирикăра та, кĕскен философилле каланинче, юптаруҫă туйăмĕ пур. Кулăшла та пек, ҫав вăхăтрах ырă шухăш та парать. Хăйне евĕрлĕ вăйлă сăвă.
Хăш-пĕрин ҫукрах чĕлхе чаракĕ,
Ирĕке тухать вăл час-часах.
Шак! шăнтать ун ирĕлми пăрлакĕ
Сан чунна нимле сăлтавсăрах.
«Шак! шăнтать ун ирĕлми пăрлакĕ» тесе те, хăйне евĕрлĕ илемлĕ, Галкинла каланă. Куратпăр ĕнтĕ, А. Галкин пултарулăхĕнче час-часах лирикăпа сатира пĕрлешсе каять. Чăваш литературинче кун пек ҫыракансем ҫукрах-ха.
Чăваш поэзийĕнче ырă дидактика туртăмĕ нумай поэтсен пур. Анчах А. Галкинăн вăл тӳрккес мар: куркине парать, аврипе тĕксе илет, тенĕ пек, ăса вĕрентнине поэзи картинче парать.
Расул Гамзатов сăвăсене ҫине-ҫинех каланă сăмах ĕречĕсемпе пуҫласа ҫырать. А. Галкинăн та ҫак туртăм курăнать. Акă «Эпир ӳссе ҫын пулнă вăхăтра» сăвăра та вăл «Эпир ӳссе ҫын пулнă» тесе виҫĕ хут асăнать.
Эпир ӳссе ҫын пулнă вăхăтра
Кун-ҫул пире кăвар ҫине тăратрĕ
Хулпуҫҫирен пи

Страницы: 1 | 2 | 3  >  >>
Рейтинг
Оцени!
Поделись конспектом: