Ᾰстаҫᾰ урокӗ
Паян эпир сирӗнпе поэзи тӗнчинче уҫᾰлса ҫӳрӗпӗр, литература кружокӗнче алла илнӗ пӗлӳпе усᾰ курса тӗрлӗ ӗҫсем тᾰвᾰпᾰр, сᾰвᾰ ҫырас ᾰсталᾰха эсир мӗнле алла илнине тӗрӗслӗпӗр.
1) - Калᾰр-ха, мӗнле сᾰвᾰ виҫисене пӗлетӗр эсир?
-Ямб,
хорей,
дактиль,
амфибрахи,
анапест.
-Маттур, сᾰвᾰ ҫырас текен ача вᾰл виҫесене ҫᾰмᾰллᾰн уйᾰрса илме хᾰнᾰхмаллах.
2) Ҫак виҫесемпе ҫырнᾰ пӗр сᾰвва доска ҫине ҫырса, мӗнле виҫепе ҫырнине пусᾰмсем лартса тухса, вуласа пама ыйтатᾰп, схемине те ӳкерсе хурᾰр. Доска патне кам тухать?
-Эпӗ сире тӗрлӗ пуплев пайӗсенчен тунᾰ рифмᾰсем паха, илӗртӳллӗ пулнине час-часах аса илтеретӗп, ытти сᾰвᾰҫсен ӗҫӗсенче те вӗсене пӗрре анчах тупса палᾰртман эсир. Ᾰнᾰҫлᾰ рифмᾰсене илсе кᾰтартам-ха. Тӗслӗхрен, утᾰ - тутᾰ - мухтᾰп, вᾰрансассᾰн - ассᾰн, Мариҫ - тухман-иҫ, пирӗн – ирӗ, хӗвелӗн – телейлӗн, сахал-и – халӗ, ҫук пулӗ – кун-ҫулӗ.
Халӗ эсир те тӗрлӗ пуплев пайӗсенчен пулнᾰ рифмᾰсем тупса ҫырᾰр.
4) - Сᾰвᾰ ҫаврᾰмӗсем тӗрлӗрен пулнине те эпир пӗлетпӗр, ҫапла-и? Кам аса илтерӗ пире вӗсене?
-Икӗ йӗркеллинчен пуҫласа вун ултᾰ е ытларах йӗркеллӗ сᾰвᾰсем пулаҫҫӗ.
-Тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсен тата аван пулӗччӗ.
(Тӗслӗхсем тупаҫҫӗ).
-Вӗсенчи рифмᾰсен схеми мӗн евӗр пулма пултарнине калас текен пур-ши?
-Тӗрӗс, хӗреслӗ (абаб), юнашар (ввгг) тата ҫавра (деед) рифмᾰсемпе ҫыраҫҫӗ вӗсенче. Эсир чᾰваш поэзийӗн пуян та анлᾰ сᾰвᾰ тытᾰмне ᾰнкарса, алла илсе пыни мана савᾰнтарать, вӗсемпе хᾰвᾰр ӗҫӗрсенче усᾰ курма пуҫᾰнᾰр.
Акᾰ халӗ ылтᾰн кӗркунне ҫывхарать. Кӗркунне, калᾰпᾰр, пуриншӗн те пӗрех, анчах та ᾰна сиртен кашнийӗ хᾰйӗн куҫӗпе курать, хᾰйӗн ᾰсӗпе тᾰнлать, хᾰйӗн хᾰлхипе илтет, хᾰйӗн чӗрипе туять. Ҫавᾰнпа сᾰвᾰсем, тема пӗр пек пулсан та, тӗрлӗрен ҫуралаҫҫӗ.
Сᾰнласа
Страницы: 1 | 2 | 3 > >>