пᾰхар-ха эпир те кӗрхи куна пӗр-ик ҫаврапа
Ҫулҫᾰсем тᾰкᾰнаҫҫӗ васкавлᾰн,
Ҫумᾰрпа шав сапать сив тӳпе.
Кайᾰксем кᾰнтᾰра питӗ шавлᾰн
Вӗҫсе кайрӗҫ иккен картипе.
е
Сар ҫулҫᾰсем вӗҫсе ӳкеҫҫӗ,
Пӗр ярᾰнса, пӗр ҫаврᾰнса,
Ҫӗре ҫемҫен кᾰна витеҫҫӗ,
8
4
8
п пᾰлханса.
Ман чунᾰмра пур ҫᾰмᾰл тунсᾰх,
Сыв пуллашатᾰп ҫуллапа.
Кӗҫех тавралᾰх пулӗ урᾰх –
Хӗл ҫитӗ ҫӗнӗ ҫунапа.
- Маттур эсир, ачасем, ҫут ҫанталᾰка, тавралᾰха сᾰнама, ᾰстаҫᾰ чӗлхипе ӳкерсе пама пултаратᾰр.
Ҫут ҫанталᾰкпа ялан туслᾰ пулᾰр, сᾰнᾰр, сᾰнавᾰра сᾰвва хывᾰр, ыттисем те вуласа хӗпӗртеччӗр. Вӗсене эпир яланхи пекех хаҫатсенче пичетлеме сӗнсе, унта ярсах тᾰрᾰпᾰр.
Иртнӗ занятире эпӗ сире конкретлᾰ ӗҫсем сӗннӗччӗ:
«Сар ҫулҫᾰ ӳкет ҫӗр ҫине. . »
«Тӗлӗрет-ха шур тумлᾰ пахча…»
-Халӗ абстрактлᾰрах, мӗн ҫинчен ҫырмалли паллах мар ӗҫсем сӗнетӗп. Кунта эсир панᾰ йӗркене тӗрлӗ сᾰнлᾰхпа, тӗрлӗ ҫулпа аталантарма пултаратᾰр.
5) Панᾰ йӗркери шухᾰша аталантарса халь сᾰвᾰ ҫырᾰр:
«Кантᾰкран шаккаса кᾰчᾰк туртрӗ»…
«Кᾰн-кᾰвак тӳпере илӗртӳллӗн»…
-Панᾰ сᾰвᾰ йӗркине ҫаврᾰмᾰн тᾰваттᾰмӗш йӗркине вырнаҫтарса сᾰвᾰ ҫырᾰр:
«Киленет илемпе ман пахча»…,
«Тᾰсса ятᾰм хуллен вᾰлтана»…,
«Тыткᾰнлать илемпе чунᾰма»…,
«Ҫумᾰр, ҫумᾰр, ҫусам вᾰйлᾰрах»…,
«Шур кᾰрлач, юрататᾰп сана»…
-Эпир сирӗнпе малтан панᾰ рифма (састаш) схемипе та час-часах сᾰвᾰсем ᾰсталатпᾰр, ҫапла вӗт. (Тӗслӗхрен, хӗреслӗ (абаб), мᾰшᾰрлᾰ (аабб) е ҫавра (абба)) .
7) -Халь ҫавра састашпа (абба) пӗр-ик ҫаврᾰм сᾰвᾰ ҫырар-ха.
Паян эпӗ сирӗн пултарулᾰхᾰра куртᾰм, хӗпӗртерӗм. Малашне сирӗн паха ӗҫӗрсене хаҫат страницисенче вуласа паллашасса, савᾰнасса шанса юлатᾰп.
Тӗрлӗ пуплев пайӗсенчен пулнᾰ рифмᾰсем тупᾰр.
Кӗрхи куна сᾰнлани<
Страницы: << < 1 | 2 | 3 > >>