çăсене йĕрлесе пырăр. (14 -мĕш слайд).
X. Грамматика материалĕ. Паллă ячĕсем тупасси. (15 -мĕш слайд).
Урокра нумай тĕрлĕ ĕç турăмăр, малалла ушкăнсенче ĕçлĕпĕр.
XI . « Карусель» вăйă. (16 -мĕш слайд).
а) Çапла вара, пахча çимĕçĕ те , улми- çырли те организмшăн усăллă. Çынсем вĕсемпе сипленеççĕ. Пире вĕсем сывлăхлă пулма, ÿсме пулăшаççĕ. Вĕсемсĕр çын пурăнаймасть.
Урока çирĕплетсе хăварма « Карусель» вăййа выляса илер-ха.
- Пирĕн тăрăхра мĕнле пахча çимĕçсем ÿсеççĕ?
- Эсĕ ытларах мĕн юрататăн?
- Вĕсем организмшăн усăллă-и?
б) Витаминсем çинчен калаçасси. (17, 18, 19 -мĕш слайдсем ).
XII. Урока пĕтĕмлетни. Ачасен пĕлĕвне хаклани. ( 20 слайд)
-Ачасем , паянхи урокра эпир сирĕнпе мĕнсем çинчен калаçрăмăр? Сире урок килĕшрĕ-ши? (Рефлексия). Эпĕ сире хут листисем валеçсе панă . Эсир вĕсем çине халĕ ÿкерчĕк ÿкеретĕр. Енчен те урок сире килĕшрĕ пулсан сарă хĕвел ÿкерĕр. Урок килĕшсех каймарĕ пулсан, ăнланман вырăнсем юлчĕç пулсан хĕвел çумĕнче тĕксĕм пĕлĕт ÿкерĕр. Халĕ хăвăр ÿкерчĕксене çĕклесе кăтартăр тархасшăн . Паянхи урокра эсир тарăшса ĕçлерĕр . Мана ытларах …. савăнтарчĕ
Эпĕ суту- илÿ центрĕнче пултăм. Сире валли асăнмалăх парне закладкăсем туянтăм. ( валеçсе парать). Вĕсем сире кирлĕ пулĕç.
XIII. Киле ĕç парасси. Çыру тетрачĕ 33 урок, 3, 4, 5- мĕш ĕçсем
Страницы: << < 1 | 2 | 3