Овощной магазин. Открытый урок по чувашскому языку

Страницы: 1 | 2 | 3  >  >>

Урок теми: Пахча çимĕç магазинĕ. 3-мĕш класс.
Пěлÿ тěллевě: Пахча çимĕçсем, улма-çырласем çинчен вĕреннине аса илсе çирĕплетесси, вĕсем çинчен анлăрах пĕлÿ илесси, паллă ячĕсене аса илсе çирĕплетесси.
Аталантару тěллевě: Ачасен çыхăнуллă пуплеве, логикăллă шухăшлавне аталантарасси; тишкерме тата пĕтĕмлетÿ тума вĕрентесси.
Сапăрлăх тĕллевĕ: Пурнăçра хамăр ÿстерекен пахча çимĕçсем, улма-çырласем сывлăхшăн усăллă пулнине палăртасси, ушкăнра пĕр- пĕринпе килĕштерсе ĕçлес туйăма вайлатасси.
Урок юхăмĕ:
I. Класа урока йĕркелени. ( 1-мĕш слайд)
В: Ырă кун пултăр, ачасем !
А: Ырă кун пултăр, Татьяна Алексеевна!
В: Эпĕ сире курма хавас!
А : Эпир те сире курма хаваc!
II. Пуплев хăнăхтарăвĕ. (çанталăк çинчен калаçни).
В: - Чÿречерен пăхар-ха. Паян урамра мĕнле çанталăк? Çанталăка сăнласси.
- Паян миçемĕш число? Мĕнле кун? (1 -мĕш слайд)
- Сана паянхи çанталăк килĕшет-и? Сăнчăрпа пĕр- пĕринчен ыйтаççĕ. (2-мĕш слайд)
- Мана та паянхи кĕрхи çанталăк килĕшет.
- Кĕркунне ушкăнĕсене аса илесси, вырăсла куçарасси. (3-мĕш слайд)
-Халĕ мĕнле кĕркунне?
Кĕркуннене тулăх вăхăт теççĕ. Темĕн тĕрлĕ пахча çимĕç пиçсе çитет. Эпир вĕсене садра, пахчара пуçтаратпăр.
В: - Мĕнле çимĕçсене пуçтаратпăр? (4-мĕш слайд)
III. Фонетика зарядки. ( 5- слайд)
- Тата мĕнле çимĕссене пуçтаратпăр?
-ă, ĕ, ÿ, ç сасăсене тĕрĕс каласси, предложени йĕркелесси. Т: купăста, ку сăмахра ă саспалли…
- сăмахсене , сăвва учитель хыççăн вуласси.
IV. Урокăн темипе тĕллевĕсемпе паллаштарасси.
В: Паянхи урок теми- пахча çимĕç магазинĕ. (6-мĕш слайд).
Эпир сирĕнпе пахча çимĕç магазинĕнче пулса курăпăр, вĕреннĕ çимĕçсене аса илĕпĕр, паллă ячĕсемпе ĕçлĕпĕр, выляса та илĕпĕр.
V. « Светофор » вăйă. (7-мĕш слайд).

Страницы: 1 | 2 | 3  >  >>
Рейтинг
Оцени!
Поделись конспектом: