Урок теми: Шупашкар .
Сапăрлăх тĕллевĕ: тăван хула илемне туйма, хисеплеме, юратма вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: 1. Темăпа ыйтусем пама хăнăхнине тĕрĕслесси.
2. Ачасен калаçу чĕлхине аталантарасси.
Аталантару тĕллевĕ: хула симвăлĕсемпе паллаштарасси.
Урок тĕсĕ: хутăш урок.
Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, магнитофон, маркерпа усă курмалли ушкăнпа ĕçлемелли ятарлă доска, дидактика материалĕ план тĕрев.
Урок юхăмĕ.
1. Урок пуçламăшĕнче эпир сирĕнпе малтан чĕлхесене вылятса илĕпĕр. Халь пурте кĕнекесене 108с. Уçрăмăр,4 ĕç тупрăмăр.
учитель вулать, ун хыççăн ачасем вуласа пыраççĕ.
Калăр-ха, тархасшăн, пирĕн тăван хула мĕн ятлă? (Шупашкар)
Паянхи урок теми те пирĕн Шупашкар ятлă.
(Экран çине Шупашкар тухать)
Урок эпиграфĕ вырăнне эпĕ çак йĕркесене илтĕм: «Савнă Шупашкарăм,эп сана юратрăм»
Çак юлашки предложение пăхăр-ха, кунта урок тĕллевĕ пытаннă? Калăр-ха, тархасшăн, пирĕн паян урокра мĕн тумалла? Пирĕн паян мĕнле тĕллев? (ачасен хуравĕсем)
Çапла, эпир паян сирĕнпе урокра тăван хула çинчен калаçăпăр,çĕнĕ юлташсемпе паллашăпăр, хамăрпа та кăштах паллаштарăпăр.
Урокра ĕç нумай,çавăнпа та пурин те питĕ тăрăшса ĕçлемелле, урок вĕçĕнче пурин те лайăх паллă илме тăрăшмалла.
2. Çĕнĕ темăпа паллаштарни.
1)Хула çинчен чылай юрă-сăвă хывнă. Эпир халь сирĕнпе чăваш поэчĕ Хв. Акивер çырнă «Шурă Шупашкар» сăвăпа паллашăпăр. (93стр. )
Малтан çĕнĕ сăмахсемпе ĕçлесе илĕпĕр. (слайд)
А)Словарь
Сăн
Чарăнмасăр
Хупланмасăр
учитель хыççăн каласси;
сăмах çаврăнăшĕсемпе предложенисем йĕркелесси;
Сăвă хыççăн панă сăмахсене пурте пĕрле вуласси.
Ё)сăвва учитель вулать;
Б) ачасем çурма сасăпа вулаççĕ;
В) саспа 3-4 ачана вулаттарасси.
2) Ыйтусем çине хурав
Страницы: 1 | 2 | 3 > >>